АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишĕлекен çуртсенчен - хăтлă хваттере

07 августа 2013 г.

  Раççей правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн районта граждансен пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатас енĕпе мĕнле программа çеç ĕçлемест-ши! Сахал тупăшлă çемьесене, нумай ачаллисене, вăрçă ветеранĕсене, Çурçĕрте ĕçленĕ чухне сусăрланнисене, çамрăк çемьесене тата ыттисене май килнĕ таран хваттерпе тивĕçтерсе пыраççĕ.

Кивĕ, пурăнма юрăхсăр çуртсенчен çĕннисене куçарасси те пурнăçланать. Маларахри çулсенче ку ыйтупа Патăрьел ял тăрăхĕнчен кĕнĕ заявленисене татса панăччĕ. Пĕлтĕр вара Первомайски ял тăрăхĕнче пурăнакансен ĕмĕчĕсем пурнăçланчĕç. Кунти М. Краснова, Н. Исаева, М. Сорокина, Л. Такташкина Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ хăтлă çурта куçрĕç. Мĕн тери кăмăллă çакăншăн вĕсем! 

-Район халăхĕ ĕçчен те пултаруллă. Ялсенче капмар та илемлĕ çуртсем çĕкленсех тăраççĕ. Ахальтен мар килен-каян Шăнкăртампа тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. Район центрĕ те çулсерен капăрланса пырать. Нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем хута кайсах тăраççĕ. Вĕсене организацисем хăйсен укçипе те, патшалăх пулăшăвĕпе те, пая кĕрекенсен вăйĕпе те çĕклеççĕ. Кивĕ, пурăнма юрăхсăр çуртсем çукпа пĕрех ахăр. Ку ыйтăва çĕклекенсем тупăнмарĕç. Первомайски ял тăрăхĕнчи Е. Максимова, В. Иванов, М. Антонова кирлĕ хутсене хатĕрлесе пĕтереççĕ. Заявленисем кĕнĕ май черете пăхăнса вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе пыраççех,- терĕ пирĕн ыйту çине хуравласа район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфраструктура аталану пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Н. Яковлева.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика