АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче тимлĕ пулăр

07 августа 2013 г.

"Хăрушсăр çул çỹрев" общество организацийĕ ВЦИОМпа пĕрле ятарлă тĕпчев ирттернĕ.

Унăн кăтартăвĕсем тăрăх респондентсен пысăк пайĕ (40 проценчĕ) çул урлă ятарлă вырăнсенче кăна каçать тата правилăсене пăхăнать. Çав вăхăтрах çуран çỹрекенсен 20 проценчĕ çул-йĕр правилисене кулленех пăхăнмасть, 20 проценчĕ _ эрнере темиçе хут пăсать. 

-Халăхăн 60 проценчĕ правилăсене пăснине шута илсен пирĕн çул-йĕрсем çинче çынсем вилеслĕх чакассине кĕтни кăлăхах,- çирĕплетеççĕ тĕпчевçĕсем.

Иртнĕ çул çĕр-шывра 28518 авари пулнă, вĕсенче 5000 çын пурнăçĕ татăлнă. Пирĕн республикăра çул-йĕр çинчи инкексенче кăçалхи 6 уйăхра 34 çын вилнĕ, 280-шĕ суранланнă. Çул урлă каçмалли вырăнсенче вара 92 инкек пулнă, 66-шĕ- тĕп хулара.

Çул-йĕр инспекторĕсем çуран çỹрекенсене асăрхануллă пулма, çул урлă каçнă вăхăтра тротуарпа пынă чухнехи пек лăпкă утма тата автомашинăсем ирттерсе яраççех тесе шанма юраманнине асăрхаттараççĕ. Автомобилĕн сехетри хăвăртлăхĕ 40 километр пулсан та, ăна чарăнма сахалтан та 5-10 метр кирлĕ. Çавăнпа та çул çине ура ярса пуссан асăрхануллă пулăр.

Тумтир çине автомобиль фарин çути ỹксен хирĕç çутатакан хатĕрсем вырнаçтарни те вырăнлă, вĕсем çĕрлехи вăхăтра хирĕç килекен çынна аякранах асăрхама май параççĕ. Тимлĕх пирки пĕр самант та манар мар, çакă пирĕн пурнăçа тата сывлăха упраса хăварни пирки асрах тытар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика