АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача -пăчана мул париччен ăс парар

07 августа 2013 г.

 Ачалăх кунĕсем тĕрлĕрен иртеççĕ. Пĕрисемшĕн вăл улăхри утмăлтурат çеçкийĕ, ăшă çумăр хыççăнхи асамат кĕперĕ, атте-аннен нихçан манăçми ăшшийĕ. Теприсемшĕн çити-çитми пурнăç, ăнăç-сăр шăпа, тĕрĕс мар воспитани... Шăпах çакăн пек чухне ăс-тăнпа, характерпа çирĕпленсе çитеймен çул çитмен ачана "виçĕ хурăн" хушшинче пăтранса кайма та, ỹкĕнĕçлĕ преступлени туса хума та ансат. Çапла ан пултăр тесе районти шалти ĕçсен пайĕ кашни çулах çуллахи вăрăм каникул вăхăтĕнче "Çул çитмен ача" операци йĕркелет. Кăçалхи яваплă вăхăт мĕнлерех иртсе пырать-ши? Пирĕн хаçат сотрудникĕ çак тата ытти ыйтусемпе кăсăкланса райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай инспекторĕпе, полици майорĕпе Л. А. Комиссаровапа тĕл пулса калаçнă.

- Лариса Алексеевна, аптрие михĕре пытараймăн, теççĕ. Ку чухне ашшĕ-амăшĕ ача кун çути курнă-курманах пуласлăхĕ пирки шутлама пуçлать. Виçĕ кустăрмаллă велосипед çинчен ансанах ун валли çурт никĕсне яраççĕ е хваттер, хаклă йышши автомашина туянаççĕ. Шел те, ăна сак урлă выртнă чухнех воспитани парас пирки аса та илмеççĕ. Преступлени тăвакан ачасенче аслисен йăнăшĕ сисĕнет-и?

- Паллах. Ку вăл хальхи саманан "чирĕ" те пулса кайрĕ-тĕр. Хамăр çуратнă ачана малтан мул мар, ăс-тăн, ырă канаш-сĕнỹ пама тăрăшмалла, вăл мĕнле вĕреннипе, пушă вăхăта еплерех ирттернипе кăсăкланмалла. Ун пек чухне чуна ыраттаракан преступленисем те пулмĕччĕç.

- Хальхи вăхăтра районта "Çул çитмен ача" операцин виççĕмĕш тапхăрĕ малалла тăсăлать. Ун пирки пĕтĕмлетсе калама иртерех пулин те, тĕп тĕллевĕ пирки мĕн калама пултаратăр? 

-Çуллахи каникул вăхăтĕнче кашни уйăхрах вуншар кун оперативлă профилактика тапхăрĕ иртет. Августăн 5- 15-мĕшĕсенче- унăн юлашки этапĕ. Яваплă мероприятие ирттерсе яма ятарласа тĕрлĕрен служба сотрудникĕсенчен ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Тĕп тĕллев - вĕренỹрен ирĕклĕ чухне хура списокра тăракан, йывăр, нумай ачаллă çемьесенчи çул çитмен ачасене, çавăн пекех ыттисене те вырăнта тивĕçлĕ воспитани парасси, пушă вăхăтне усăллă ирттересси, вĕсене кирлĕ ĕçе явăçтарасси. Кашни кунхи тимлĕх пулсан, ачан усал шухăш çуралмастех.

- Çак тĕллевпе пĕрлехи рейдпа тĕрлĕрен маршрутпа вырăнсене çит-ме тиврĕ пулĕ-ха... 

-Ĕç объектчĕ пĕчĕкех мар: вĕренỹ учрежденийĕсенчи лагерьсенче çеç çу каçа 1006 ача канчĕ. Вĕсенче пирĕн тимлĕхре тăракан вун икĕ ача та пулнăран, час-часах вырăна тухса çỹреме тиврĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр йĕркеленипе сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесенчи ачасемшĕн Туçари, Сăкăтри, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вăтам шкулсенче кăнтăрлахи лагерьсем ăнăçлă ĕçлерĕç. Вĕсенче те пирĕн патра шутра тăракан ачасем канчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, ĕçĕ-хĕлĕпе пурте кăмăллă юлчĕç. 

-Ку чухне çитĕнекен ăрăва ĕçе явăçтармалли, унăн пушă вăхăтне усăллă ирттермелли тĕрлĕ майсем пур. Сăмахран, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çулсеренех шкулсемпе килĕшỹ туса яш-кĕрĕме пулăшма тăрăшать.

- Хальхинче ку тĕлĕшпе Ыхра Çырминчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулсем кăтартуллă пулчĕç, центрпа килĕшỹ туса 69 ачана тирпей-илем ĕçне явăçтарчĕç. Тепĕр 48 каччăпа хĕр "Мечта" тулли мар яваплă пĕрлĕхре, улма-çырла питомникĕнче, "Красное знамя" хуçалăхра тăрăшрĕç. Коллективсем хăйсен яваплăхĕ çине çул çитмен ачасене илсе ĕçлĕ воспитани пама пултарнине ырламалла çеç. 

-Лариса Алексеевна, ку таранччен эпир ятарлă операци вăхăтĕнчи ырă пулăмсем пирки çеç асăнтăмăр. Çак тапхăрта пакунлисен аллине çакланнисем те пулчĕç-и?

- Унсăрăн мар. Патăрьелĕнчи автостанци территоринче çапкаланса çỹрекен икĕ çамрăка ашшĕ-амăшне тавăрса пама тиврĕ. Административлă протокол çырнă тĕслĕхсем те пур. Тăватă каччăна обществăлла вырăнта хĕрĕнкĕ пулнăшăн, пĕрне вара тухтăр сĕнĕвĕсĕр наркотиклĕ эмел ĕçнĕшĕн явап тыттарма тивнĕ. Паллă ĕнтĕ, çул çитменнисемшĕн пичĕсене хĕретекенсем- ашшĕ-амăшĕ. Рейдсем вăхăтĕнче 14 ашшĕ-амăшĕ пирки çул çитмен ачисене кирлĕ пек пăхманшăн, воспитани паманшăн, усал ĕçе явăçасран сыхламаншăн административлă протокол çырнă.

Калаçăва А. ЕГОРОВА йĕркеленĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика