АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалу ỹсет

07 августа 2013 г.

РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулта республикăри пур бюджет учрежденийĕсенче те ĕç укçи ỹснĕ. Шкул учителĕсен вăтам ĕç укçи 22 пине çитнĕ (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 39,5 процент ỹснĕ).

Ача садĕнчи воспитательсен вăтам шалăвĕ - 17 пин тенкĕ (63,5 процент), хушма пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенчи педагогсен - 16,5 пин тенкĕ (57,4 процент), аслă шкул преподавателĕсен - 20,5 пин тенкĕ ытла (35,5 процент), профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕсен преподавателĕсемпе производство мастерĕсен - 19 пин тенкĕ (31,3 процент), ăслăлăх çыннисен - 18 пин тенкĕ (35,5 процент). Ытти бюджетникăн укçи-тенки те хутшăннă: культура учрежденийĕсемпе социаллă тытăмра ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ - 11-10 пин тенкĕ (14,5 тата 51,4 процент), врачсен - 27 пин тенкĕ (16,3 процент), медсестрасен - 15,5 пин тенкĕ ытла (5,7 процент), санитаркăсен-_ 9 пин тенкĕ ытла (44,5 процент). Ача садĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи шайне пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тытăмрисемпе пĕр пеклтеме май килмен, уйрăмлăхĕ самай пысăк.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче те ĕç укçи пĕр пек мар. Тĕп врачсен чи пысăк ĕç укçи 87 пин тенкĕ. Бюджетниксен шалăвне кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен татах ỹстернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика