07 августа 2013 г.
Акса-лартса ỹстернине пухса илес тата тирпейлес вăхăт çитрĕ. Хĕл хырăмĕ аслă: тăварланă хăяр-помидорĕ те, улма-çырла компочĕпе варенийĕ те - пурте кирлĕ. Çимĕçрен пушаннă йăрансене те çитес çул валли халех хатĕрлем тытăнмалла.
Çĕре кăпкалатасси, мульчăласси, çум курăкĕпе кĕрешесси çав-çавах пĕрремĕш вырăнта. Хĕрлĕ кăшмана, кишĕре, петрушкăна юлашки хут сайралатаççĕ. Кĕркунне те ем-ешĕл çимĕç çиес тесен укропа тата петрушкăна халĕ тепĕр хут акса хăвармалла.
Уйăх пуçламăшĕнче помидора фитофторозран ыхра настойĕпе тепĕр хут сирпĕтмелле. Çỹллĕ ỹсекен помидор тĕмĕсене йодпа апатлантармалла: 10 л шывра 30 тумлам йод ирĕлтермелле, пĕр тăваткал метр пуçне 1 л пĕрĕхтермелле.
Хăяра çăнăхлă сывлăм (мучнистая роса) çулăхма пуçласанах çулçисене (аялтан та, çỹлтен те) мочевина хутăшĕпе (10 л шыва 10 г) сирпĕтмелле. Сапни пĕр эрне иртсен çакнах тепĕр хут тумалла. Августра хăяр йăранĕсене суперфосфат хутăшĕпе (10 л шыва 30 г) е ĕне тислĕкĕн шывĕпе апатлантарни усăллă.
Пăрăçпа баклажана час-часах шăварса, кăпкалатса тăмалла. Пĕр тĕм пуçне 2-3 л шыв каять.
Сухана типĕ кун кăлармалла. Кăлариччен 1-2 эрне шăвармалла мар. Çурхи ыхрана августра шăварсах тăмалла, минерал удобренийĕпе апатлантармалла.
Кая юлса пулакан купăстана шăвармалла, табак тусанĕпе е помидор авăрĕ ярса лартнă шывпа сапмалла. Нỹрлĕ те çумăрлă çанталăкра купăста пуçне тата ун таврашĕнчи çĕре кĕлпе сапни усăллă. Çавăн пекех ăна эрнене пĕрре купаламалла, кăпкалатмалла.
Кăшмана шăвармалла, кали удобренийĕпе апатлантармалла.
Çĕр улмишĕн те кали тăварĕпе кĕл ытлашши пулмĕç.
Çимĕçе лайăх пулса çиттĕр, хуппи çирĕплентĕр тесен кăлариччен эрне маларах авăрне çулса пăрахмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)