10 августа 2013 г.
ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Кăçалхи Пĕлỹ кунĕ вĕренекенсемшĕн уйрăмах асра юлĕ.
Мĕншĕн тетĕр-и? Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ачасем ĕлĕкхиллех ятарлă тумпа шкула утĕç. Чăн та, вăхăтлăха манăçа тухнă форма ашшĕ-амăшĕшĕн йỹнех лармасть. Акă, Патăрьелĕнчи "Юхма" пасарта ăна паян 1,5- 3 пин тенкĕпе туянма пулать. Унсăр пуçне 2-3 мăшăр пушмак, спорт костюмĕ, сумкăпа хатĕр-хĕтĕр тата ытти те кирлĕ. Лайăх шутласа пăхнă хыççăн вăтам çулхи пĕр чиперккешĕн çеç вунă пинрен кая мар укçа кăларса хума тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)