10 августа 2013 г.
РАЙОНТИ ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, июльте çеç административлă кодекса вунă тĕрлĕ çĕнĕ улшăну кĕртнĕ. Пурте çул çинче йĕркене пăхăнмаллипе çыхăннă. Водительсен çамка çине картса хумалли татах хутшăнать-ха апла.
Налук тỹлекенсемшĕн те саккунра çĕнĕлĕх нумай-мĕн. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе районти инспекци акт залĕнче çак тĕллевпе семинар ирттерме те палăртнă. Вăл çитес юн кун, 9.30 сехетре пуçланĕ.
Хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене кăшт маларах 5-21-06 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме те пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)