10 августа 2013 г.
Ана çинче тырă акмасăр юлсан çемьере хăшĕ те пулин вилессе систерет теççĕ.
Вырма пуçланă чух: "Çынтан кайран пуçласа малтан пĕтерер", - тесе малтанхи ывăçа малалла ывăтмалла. Икĕ тăрăллă тырă пĕрчи тупсан ăна пурака кайса хураççĕ: тырă-пулă перекетлĕ пулать тет.
Кĕлетре тырă-пулă нихăçан та ан пĕттĕр тесен ăна армана илсе кайнă чух миххе пуçхĕрлĕ йăтмаççĕ.
Кĕркунне ыраш хаклă пулсан çуркунне йỹн пулать теççĕ.
Пур тырă та: ыраш, сĕлĕ, пăри... вырнă чух хĕвел анăçнелле тайăлнă пулсан _ килес çул тырă пулмасть теççĕ.
Путене çиччĕ таран юрласан тырă лайăх пулать теççĕ.
Çĕнĕ тырă апатне чи малтан тирпейсĕр çын ас тивсен тырă перекетсĕр пулать тет.
Тыр акма кайнă чух пуш витреллĕ çынна малтан тĕл пулсан телей мар теççĕ.
Тыр акма ытлари кун, юн кун тухмаççĕ.
Тыр вырнă чух ир тухмасан эрнипех ĕç ỹсĕнмест теççĕ.
Тыр вырнă чух йăран урлă выртма юрамасть теççĕ.
Тыр вырса пĕтернĕ чух ана пай хăвармалла теççĕ, вара тепĕр çул тыр пĕр тан çăра пулать теççĕ.
Тырă акма малтан чухăн тухсан тырă ăнмасть теççĕ.
Тырă акма тухнă кун çын япала ыйтма пырсан пĕр япала та парса ямаççĕ, атту çынна телей каять теççĕ.
Тырă акнă чух тапак туртсан тырри вут пуççиллĕ пулать теççĕ.
Тырă вырнă вăхăтра тăрна курăнсан тепĕр çул тырă пулмасть теççĕ.
Тырă вырса пĕтерсен ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса пуç урлă ывăтаççĕ те çурлисем ỹкиччен мĕнле ỹкнине пăхма çаврăнса тăраççĕ, пĕринĕн-пĕринĕн çурли катанах кайса ỹксессĕн вăл вилет вара.
Тырă вырса пĕтерсен пур кил-йышĕнчи çынсемпе пĕр çĕре ларса апат çиес пулать. Вара пĕр ывăç хăварнă тырра çурмалла уйăрса çурласене çыхсан, тепĕр çуррине кăкласа тăпра ăшне пытарсан тырă лайăх пулать теççĕ.
Тырра чи малтан акнă чух вăрлăха никам куриччен кăларса аксан тырă вăйлă пулать теççĕ.
Уйри тыр-пулăна пухса пĕтернĕ хыççăн тыр хĕлĕпе çиме çиттĕр тесе чỹклеме тăваççĕ. Чăн пирвай касса илнĕ ывăçа пилĕк хушшине хĕстереç, пилĕк ан ыраттăр тесе, вырса пĕтерсен кашни çын пĕрер кĕлте тытса мал енне пăхса лараççĕ, пĕри вара сăмах калать: "Ана, вăйна пар, пилĕк-çурăма тỹрлет, тăккăна-аккăна пуçтар, вунă хăлаç пулсан, вунă урапа кĕлти пултăр, - тет, - çĕр пăттĕшĕ пултăр",-тет, унтан вара хăвăрт сиксе тăраççĕ.
"Сăнавсем. Ĕненỹсем..." кĕнекерен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)