АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Богданка" пулатех!

10 августа 2013 г.

  ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата "СУОР" ООО гендиректорĕ Владимир Ермолаев "Шупашкарти Б. Хмельницкий тата Ю. Фучик урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти комплекслă строительство" регион инвестици проектне пĕрле пурнăçласси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă. Иван Моторин премьер-министр пĕлтерĕшлĕ çак документ çурт-йĕр тăвакансемшĕн ориентир пулмаллине палăртнă. "Çакна чи малтанах граждансем валли тăватпăр. Вĕсем мĕн пур хăтлăх - çул-йĕр, инфратытăм, социаллă объектсем- шкулсемпе ача сачĕсем - пур районта хваттерсем туянма пултараççĕ", - тенĕ Иван Борисович.

Килĕшсе татăлнă енсем йышăннă обязательствăсене пысăк яваплăха туйса пурнăçлассине пĕлтернĕ.

Алексей Ладыков проекта тĕп хула малашлăхĕ, илем кỹрсе тĕпрен çĕнетекен микрорайон пулĕ тенĕ. Вăл Япони проекчĕпе çĕкленет. Застройщик кулленхи ĕçе 650-ран пуçласа 1000 тăваткал метра çитерсе строительствăна хăвăртлатас тĕллевлĕ.

В. ВАЛЕНТИНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика