АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наука супси пуян

10 августа 2013 г.

  Исаев Юрий Николаевич 1969 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университетĕнче филолог-преподователь специальноçне алла илнĕ, юридици факультетĕнче вĕреннĕ. ЧПУри студентсен, аспирантсен, ординаторсен профкомĕн председателĕнче; Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн çумĕнче- ĕç тата контроль управленийĕн пуçлăхĕнче; ЧР Президент Администрацийĕн Ертỹçин çумĕнче - Ĕç управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. 2010 çулхи июнь уйăхĕнчен - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ. "Чувашские коннотативные эмотивные антропосемизмы" наука диссертацийĕ, "Язык: внутренняя структура и функционирование", "Чувашские эмотивные антропосемизмы" монографисем, "Лингвокультурология и национально-культурная семантика" вĕрентỹ пособийĕ кăларнă. 

-Юрий Николаевич, эсир наука çỹпçи епле тулнине витĕр курса тăратăр. Юлашки вăхăтра наукăна çĕнĕ çынсем килчĕç-и? Çĕнĕ шухăш палăрать-и? 

-Паллах, килеççĕ, анчах та наукăна çĕнĕ çынсем килсе çĕнĕ сăмах калама тỹрех вĕсен хăват çитеймест. Вĕсем наукăра ерипен, васкамасăр ỹссе, ăспа опыт пухса, наука кандидачĕ, наука докторĕ, профессор пулса çĕнĕ утăмсем, çитĕнỹсем тăваççĕ. Хальхи тапхăрта пирĕн наука докторĕсем, профессорсем - 12, наука кандидачĕсем - 27, унсăр пуçне 12 çамрăк ученăй, аслисенчен ăс пухса пырса хăйсен çĕнĕ шухăшне калама хатĕрленеççĕ. Чăваш наукин каçалăкĕнче пĕр испанец ĕçлеме пуçларĕ. Вăл хальхи вăхăтри республикăри чĕлхе тăрăмне (лингвосоциологи) анлă тĕпчет. Кашни çул, эпир чĕннипе, Мускав ученăйĕсем пирĕн чĕлхеçĕсемпе пĕрле республикăра экспедицисем ирттереççĕ. 

-Институт 2012-2013 çулсенче тунă çĕнĕ утăмсем, çитĕнỹсем пирки мĕн калама пултаратăр?

- Эпир чăваш чĕлхипе литература тата фольклор, истори, археологи, этнологи тата чăваш халăх искусствин теорийĕпе ытти ыйтăва туллин тишкеретпĕр, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хакласа, сăнаса сĕнỹсем парса кĕнекесем çырса пичетлетпĕр. Асăннă тапхăрта пурĕ 25 ятпа 419 автор листи чухлĕ (пĕр автор листи 23 страницăпа танлашать) кĕнекесем хатĕрлесе кăлартăмăр: "Находки поздней четвертичной фауны в северной части Приволжской возвышенности в свете возможного заселения древним человеком Чувашского Поволжья", "Чăваш лирики" (1960-1990 çç.) сăвва тишкерес ыйту тата стиль шыравĕсем", "Истоки государственности чувашского народа: исторические и социокультурные предпосылки", "Искусство композиторов Чувашии: история и современность", "Старые Чебоксары: археология, история, топонимика"... 2012 çулта пичетленĕ пĕтĕмĕшле наука изданийĕсен шучĕ _ 15 745 экземпляр (2011 çулта - 11 385 экземпляр).

- Институтăн наука çỹпçи пуян, чăваш ученăйĕсем Раççейри, тĕнчери ĕçтешсемпе те хутшăнса ĕçлеççĕ, ахăр? 

-Институт ученăйĕсем хăйсен статйисемпе тезисĕсене урăх çĕрте те сахал мар пичетлеççĕ, паллах. Истори пайĕн сотрудникĕсем планпа палăртнинчен ирттерсе 34 статья тата тĕрлĕ информаци çырăвĕсем, чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕ - 17, этнологи - 6, социологи - 5, археологи - 4 хатĕрленĕ.

Пичет географийĕ пит анлă: Астана (Казахстан), Йошкар-Ола, Катовице (Польша), Хусан, Мускав, Чулхула, Оренбург, Тамбов, Туркестан (Казахстан), Ĕпхỹ, Улан-Уде, Челябинск, Шупашкар... Нумаях пулмасть, Америкăран, Атăлçире пурăнакан халăхсен историне, чĕлхесене тĕпчекен ученăй килсе кайрĕ. Пире кăштах ỹпкелесе те калаçкаларĕ: "Эсир нумай ĕçлетĕр, халăхĕ маттур, анчах хăвăр пирки тĕнче талккăшне информаци çителĕксĕр саратăр", - терĕ. Килĕшмелле, ку енĕпе ĕçлеме вĕренсе çеç пыратпăр.

-_ Ăслăлăх канашĕ мĕнле ыйтусене тĕпе хурать? 

-Унта пурĕ 25 çын: наука докторĕсем - 10, наука кандидачĕсем - 13. 2012 çулти ларусенче Ăслăлăх канашĕ тематика тата издательство планĕсене пăхса тухнă май çак ыйтусем тĕп вырăнта пулмалла тесе палăртрĕç: "Этнологи, социологи, истори тата чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕсен наукăпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлне çĕнĕлле вăй-хăват кĕртесси", "Атăл шывĕн шайне 68 метр çỹллĕшне хăпартнă майăн Атăл тăрăхĕнчи археологи палăкĕсене васкавлăн тĕпчес тĕлĕшпе йышăнмалли мерăсем çинчен", "Вырăсла-чăвашла пысăк словарь тата Чăвашла-вырăсла тулли словарь, ыйтусемпе задачăсем", "Чăваш патшалăх гуманитарии ăслăлăхĕсен институчĕн тĕпчев ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма наука тата наукăпа информаци материалĕсемпе туллин тивĕçтересси" тата ытти те. Сăмах май каласан, Ăслăлăх канашне тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен ăсчахсем хутшăнаççĕ. 

-Институтăн наука аталанăвĕнче паянхи кун мĕн çĕнни çуралать?

-_ Çĕнĕ, тĕп ĕç те - этнологи наукине ытти наукăпа çыхăнтарса пĕрле аталантарасси. Хамăр халăхăн культура пуянлăхне, наукăри пĕлĕве теори шайне çитересси: менталитета, психологие, халăхăн ăс-хакăл шайĕнче хăй тĕллĕн пулса иртекен хăйне евĕрлĕхне наука меслечĕпе кăтартасси. Хамăрăн йăвашлăха çĕнтерсе хастаррăн чăваш халăхĕн хăватлă, уникаллă культура пуррине ĕнентерсе кашни чăваша хăйĕн пуласлăхне малалла тăсма шанăç памалла, вырăсланас процесс вăй илет пулсан та чăваш цивилизацийĕ сỹнекен цивилизаци мар тесе ыттисене хăюллăн пĕлтерсе, хамăрăн хавшаклăха парăнтарма тăрăшмалла. Халăх умĕнче йывăрлăх нумай. Ученăйсем вара çакна курса патшалăх системинче ĕç тăвакансене сĕнỹсем парса йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ. Сăмахран, акă, эпир халăх сăмахлăхне пухса хальлĕхе 11 том кăлартăмăр. 50 тома çитересшĕн. Пирĕн халăхăн патшалăх тытăмĕ 1000 çул каяллах йĕркеленнине тĕпчесе уçасси пирĕн тивĕç тесе шухăшлатăп. Искусствоведсем те пархатарлă ĕç тăваççĕ. XIX-XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çырса илнĕ, хальхи вăхăтра упранса юлнă фольклор материалĕсене халăха тавăрса пама тăрăшаççĕ. Чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕнче вара хамăрăн чĕлхе структурипе (структурная лингвистика) 7-8 монографи палăртса ĕçлес кăмăл пур. 

-Институт Раççейри, ют çĕр-шывсенчи наука институчĕсемпе çыхăну тытать-и? 

-Паллах, РФ Наука академийĕпе, Тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен академийĕпе, регионти ытти профильлĕ институтсемпе. 

-Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн мухтавĕпе чапĕ пулса тăнă паллă ученăйсен ячĕсене асăнар-ха. 

-Института пуçарса аталантарса пыракан чи малтанах М. Сергеева, В. Егорова, М. Федотова, И. Кузнецова, П. Денисова, В. Дмитриева, Н. Ургалкинăна, Е. Сидоровăна, И. Одюкова асăнмалла. Хальхи тапхăрти паллă ученăйсен шутне вара А. Салмин, М. Кондратьев, Н. Егорова, И. Бойко, В. Иванов, А. Трофимов, П. Яккусен, В. Сергеев, В. Радионов, Е. Михайлов ячĕсем кĕреççĕ.

- Умма лартнă чи пысăк тĕллевсем пирки каласа парсамăр? 

-Директорăн тĕллевĕ - ученăйсене наукăра тухăçлă ĕçлеме условисем туса парасси, унсăр пуçне патшалăх уйăрса паракан хысна укçине эффективлă усă курасси. Хальхи пурнăçра классикăлла хут кĕнекесĕр пуçне электронкĕнекесем, Интернет уçлăхĕнче чăваш науки куллен палăрса пымалла тесе тăрăшмалла.

Манăн хамăн тĕллев - наукăра çĕнĕ сăмах каласси, этнологипе лингвистика наукисене пĕрлештерсе çĕнĕ ĕçсем çырасси. Эпĕ тунă ĕçсем хамăн ачасене тата пулас мăнуксене те манпа мухтанмалăх сăлтав туса паччăр.

Л. САЧКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика