АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене лагерьте килỹшет

10 августа 2013 г.

  Аслă Чементи вăтам шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли "Ветерок" лагерьте 77 ача канать.

Кашни кун усăллă та кăсăклă ирттĕр тесе А. Ананьева лагерь начальникĕ, М. Медведева, А. Сергеева, Н. Латышева, А. Лысова, Л. Басова, Г. Мурзакаева воспитательсем сахал мар тăрăшаççĕ.Тăван тавралăха сыхлас тата тĕпчес, сывлăха çирĕплетес, алă ĕçĕсем тума вĕрентес енĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерсех тăраççĕ. "Минута славы" конкурс çĕнтерỹçисем сад урамĕнче пурăнакансене концерт кăтартрĕç. Унта уйрăмах К. Фролова, В. Капитонова, Е. Ежова хăйсен номерĕсемпе палăрчĕç.

"Кулăш кунĕ" кашнин асĕнче нумайлăха юлĕ. Кулма пĕлмен патша майрине савăнтарас тесе ачасем мĕн кăна туса кăтартмарĕç пуль! Хĕр ачасем мăйăхпа сухал "ỹстернĕ", тумĕсене пăтраштарса пĕтернĕ. "Патриот" отряда çỹрекенсем умĕнче хурлăхлă ларакан майра та кулса ячĕ.

Тĕрлĕ конкурс, викторина хыççăн пурне те пылак парнесемпе грамотăсем кĕтрĕç.

Каннă вăхăтрах вĕренекенсем çул-йĕр тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене, обществăлла вырăнта мĕнле тытмаллисене, çут çанталăка, чĕр чунсене хỹтĕлесси пирки тепĕр хут аса илчĕç, презентацисем пăхрĕç. С

ывлăха çирĕплетме кашни эрнерех Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт комплексне бассейна шыва кĕме çỹреççĕ.

Çавăн пекех ачасем хăйсен кулленхи пурнăçне сăнлакан стена хаçачĕсем кăлараççĕ, вĕсене сăн ỹкерчĕксемпе илемлетеççĕ. Н. Дубининапа Т. Егорова поварсем лагере çỹрекенсене икĕ хутчен тутлă та усăллă апат çитереççĕ.

Н. КОШЕЛЕВА Аслă Чемен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика