17 августа 2013 г.
Шкул пĕтернĕ çамрăксем вăтам професси паракан вĕренỹ учрежденийĕсене экзаменсăрах вĕренме кĕрĕç. Колледжсене суйласа илнисен конкурс витĕр тухма тивĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче бюджет вырăнĕсем ỹсессине палăртнă ЧР вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов.
Бюджет вырăнĕсен йышне конкурса тăратаççĕ. Унăн кăтартăвĕ тăрăх вĕренỹ учрежденийĕсем бюджет ĕçне тивĕçеççĕ. Çакна шута илсе специальноçсем тăрăх вырăнсем пайлаççĕ.
Конкуренци сыхланса юлать. Унсăрăн бюджет вырăнĕсене тĕрĕс пайлама май килмĕ. Енчен те уйрăм специальноçа суйласа илекен абитуриентсем йышлă пулсан малашне унти вырăнсен шутне ỹстермелле. Вăтам професси паракан учреждение вĕренме кĕме май пулмарĕ-тĕк, пуçламăш шайра пĕлỹ илме пулать. Каярахпа вăтам професси паракан учреждение куçма юрать. Вĕреннĕ вăхăтрах студентсем рабочи профессине алла илме пултараççĕ. Коммерци ушкăнĕсем те упранса юлаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)