21 августа 2013 г.
Йăлана кĕнĕ спорт тата сывă пурнăç йĕркин "Çăлтăрпа пĕрле-_ ирхи зарядкăна" уява кăçал 30 пине яхăн çын тухнă. Çак хисеп ку пулăм рекордсен Гиннес кĕнекине кĕме пултарассине кăтартать. Ирхи зарядкăна паллă актер В. Логинов (çынсем ăна "Счастливы вместе" сериал тăрăх пĕлеççĕ) ертсе пычĕ.
Хĕрлĕ лапамра иртнĕ спорт уявне республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев çемйипе, ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хула ертỹлĕхĕ, Депутатсем хутшăнчĕç.
Михаил Васильевич хула çыннисене тата хăнасене тăван тăрăха юратнăшăн, сывă пурнăç йĕркине пăхăннăшăн тав турĕ.
Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ çемье çавăракан мăшăрсен парадне хутшăнакансене те саламларĕ, телей те тулăх пурнăç, çирĕп сывлăх сунчĕ. Унтан "Пултарулăх бульварĕ" арт-проект лапамĕсене çитсе курчĕ.
Пĕлтĕр тĕп хула урамĕсенче 600 яхăн çын хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнăччĕ. Кăçал вара вĕсен йышĕ пинрен те иртнĕ. Хула кунĕнчи курăмлă тепĕр пулăм - джигитовка. Вăл "Шупашкар: 500 çул" паркра иртрĕ. Чылайăшĕшĕн лаша - киленỹ çеç мар, пурнăç тĕллевĕ те. Ăста юлан утçăсем пурнăçлакан пируэтсене, гимнастика тата акробатика хусканăвĕсене курсан тĕлĕнмесĕр пултараймастăн.
Хĕрлĕ тỹремре театр коллективĕсем "Шупашкарта пурăнассăм килет!" проектра хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Шупашкар хулин çуралнă кунĕ Раççей эстрада юрăçисен концерчĕпе тата уяв феерверкĕн йăлтăртатăвĕпе вĕçленчĕ.
И. СЕРГЕЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)