08 декабря 2012 г.
ТУРХАНТИ психоневрологи интерначĕ çулсеренех инвалидсен кунне асра юлмалла паллă тăвать. Сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăррисене чăн малтанах администраци директорĕ А. Бабаев кашнине ăшшăн алă тытса парнесем парса хавхалантарнă. Коллективра вара вĕсем сахалăнах мар: 245 инвалид. Хастаррисемпе пултаруллисем вара уйрăм салама та тивĕçнĕ.
Тĕрлĕрен шăпапа çак çурта лекнисем хушшинче алă ăстисем те пур. Т. Васильева, Т. Бартасова, Е. Бехтерева тĕрлесе е çĕлесе хатĕрленĕ ĕçĕсем уяв куравне тата ытларах пуянлатнă. Инвалидсен кунне тĕп хуламăртан килсе инçе çула çывăхлатнă Альбина Пăрчăканпа Петĕр Романов артистсем вара савăнăçпа хавхалану çеç хушнă.