АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлма пĕлмен ветеран

08 декабря 2012 г.

Тăххăрмĕш теçеткене капашакан ветеранпа куçа-куçăн калаçнă хыççăн тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Çулĕсем самай шултăраланнă салтакăн сăнĕ паянхи кун та çамрăк курăнать. Никам та ăна 88-та тееймĕ. Пурнăç йĕрленĕ паллăсем те курăнсах каймаççĕ. Шур сухал (ун пек каласах та килмест) хаçат-журнала куçлăхсăрах шĕкĕлчет. Чи пахи те кăмăлли – Николай Петрович иртнĕ кунсемшĕн хĕрхенсе те ÿкĕнсе, мĕскĕнленсе калаçманни. Хыçа юлнă йывăр самантсене, пилĕк çул ураран салтак аттине хывман вăхăтсене ĕнер пулнă евĕрех ас тăвать. Чĕрери пирчейми çĕвĕсем вара унăн та пайтах.

Каçал тăрăхĕнчи Нĕр-кечре хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Н.Софронов çур ĕмĕр каяллах хăйĕн çемйипе Патăрьелне килсе тĕпленнĕ. Ашшĕ-амăшне сак тулли ачана ура çине тăратма çăмăлах пулман. Çавăнпа çити-çитми пурнăçа сыпăнтарма çамрăклах пилĕк авма тивнĕ. Апла пулин те ун чухнех çирĕп кăмăллă арçын ача йывăрлăхсене çĕнтерсе малтан ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă, унтан пĕлĕвне малалла тăсас ĕмĕтпех тепĕр икĕ çул Пăвана çÿренĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулхине Микула вун улттăра пынă. Хăйĕнчен аслăраххисене çывăх çыннисемпе тăван-пĕтенĕ хурланса та татăлса йĕрсе уй хапхинчен вăрçа мĕнле ăсатса кăларса янине пĕрин хыççăн теприне каласа парать. Çемьерен виççĕн-тăваттăн салтак тумне тăхăннисем те пур. Ыр тĕкел çаврăнса килессе никам та шанман. Николай Петровичăн та 17 çул тултарнă хыççăнах алла пăшал тытма ят тухнă. Салтак пурнăçне хăнăхман нихăш каччăна та тÿрех çапăçăва кĕме çăмăлах пулман. Çавăнпа та 1942 çулхи августра Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме алла повестка тыттарнă хыççăн чăн малтан вăл та ытти çамрăксемпе пĕрлех Хабаровскине ФЗО шкулне вĕренме çакланнă. Виçĕ уйăхран Владивостокри стрелоксен полкĕнче (çар пехоти) салтак тивĕçне пурнăçлама пикеннĕ. Каярахпа çар хăнăхăвĕсене алла илнĕ кĕçĕн сержант виçĕ фронтра нимĕç фашисчĕсене хи-рĕç çапăçнă: Калинин, виççĕмĕш Белорусси, пĕрремĕш Хĕвел Тухăç. Смоленск хулине ирĕке кăларнă чухнехи пĕр çапăçура вăл вилĕмрен хăтăлса юлнă. Тăшман пульли ăна çамкинченех лекнĕ. Суран йĕрĕ паян та паллă. Салтакăн пуçне йывăр операци тăваççĕ. Çăмăл мар суран пирчемен пирки малтан пĕр госпитальте сипленме тивнĕ, каярахпа ăна Мускава куçарнă.

– Ура çине тăрса хам тĕллĕн çÿреме пуçласанах пĕр кун та сиплев çуртĕнче выртас килместчĕ. Фронтра эпир çитместпĕр пек туйăнатчĕ. Çавăнпа та чăтаймарăмăр, пĕр шухăшлисем тăваттăн тупăнтăмăр та госпитальтен тухса тарса хамăр ирĕкпе тепĕр хут строя тăтăмăр. Суран вĕрилентересрен те хăраман вĕт... – кăмăллăн кулса аса илет ветеран.

Алла тепĕр хутчен пăшал тытнă хыççăн та вăл нумай-нумай хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă: Каунас, Инстербург, Кенигсберг... Хĕвел тухăç Пруссине хăйсен аллине илнĕ хыççăн вара вĕсене эшелонпах Инçет Хĕвел Тухăçа илсе кайнă. 1947 çулхи кĕркуннеччен те хывман вăл гимнастеркăна.

– Çав тери тунсăхлаттăм тăван еншĕн. Ялтан хыпар-хăнар килессе тем пекех кĕтеттĕм. Маруç йăмăкăм Çĕнĕ çул умĕн янă çырăва нихăçан та манса каймастăп. Унта тăршшĕпе вăл Коновалов колхоз председательне мухтаса çырнă. Пÿрте хутса ăшăтма улăм йăтма та чармасть иккен çĕнĕ хуçа. Çакă вĕсемшĕн пысăк савăнăç пулнă ĕнтĕ. Хăй вара урăх нимĕн те хыпарламан,– аса илет çÿçĕсем кĕмĕлленнĕ ветеран.

Салтакăн тĕссĕрленнĕ шинельне улăштарнă хыççăн тепĕр куннех каччă хăйсен хуçалăхĕнче жнейка çине ларнă. Ашшĕ бригадир пулнăран хуçалăх ĕçне хастар хутшăннă. Çити-çитми пурнăç каччăна юлхавланма паман. Çавăнпа мăшăрланнă хыççăн та çÿлтен маннă кĕрпи çăвасса кĕтсе ларман, тÿрех çĕнĕ çемье Мускав облаçне торф кăларма кайнă. Йышлă ача атте-анне ĕнси çинче çеç пурăнаймасть-çке. Унтан килсен вара Софроновсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Патăрьелĕнче тĕпленнĕ. Районти МТСра газоэлектросварщикра ĕç стажне пуçланă та çур ĕмĕр техника юсакан предприятире тĕрлĕрен ĕçсенче тăрăшнă. Вăл шутра водительте çеç вăтăр çул.

Паян Николай Петровичпа хĕрĕпе ывăлĕ çеç мар, вĕсен ачин ачисем те мăнаçланаççĕ, мухтанаççĕ. Районти ветерансен канашĕн хастар членĕ çулне кура мар обществăлла мероприятисенчен те айккинче юлмасть, район пурнăçĕпе те кăсăклансах тăрать.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика