АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун пуриншĕн те пĕрре, ăна пăхăнмалла пĕрле

08 декабря 2012 г.

Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Асамблейи çирĕплетнĕ тăрăх 2003 çултанпа раштавăн 9-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун шутланать. Çавăн хыççăн эпир ăна хамăрăн сăмах лексиконĕнче те час-часах усă курма пуçларăмăр. Унăн пĕлтерĕшне халăх ăнланмалла чĕлхе çине куçарсан çапла пулать: ĕçлĕ çынсем, общество деятелĕсем укçашăн сутăнни. Çак ыйтупа серепене çакланнисене вара саккун пĕрешкел çирĕп ыйтать. Вĕсен пурин те РФ УКăн 159 статйин 3 пайĕпе килĕшÿллĕн явап тытма тивет. Шел пулин те, çакнашкал хура ĕçсем юлашки çулсенче хушăнсах пыраççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра çеç районсем хушшинчи следстви пайне коррупцине çывăх преступлени пирки 78 хыпар кĕчĕ. Вĕсенчен 48-шĕнпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Халăхра хыпар-хăнар сарăлнă уголовлă ĕçсенчен пĕри 2010 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа пĕр вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ çул çитмен граждансене ĕçе илнĕ пирки суя килĕшÿ тунипе çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн 23 ачан вăхăтлăх ĕçе вырнаçмалла пулнă. Çак сăлтавпа шкул директорĕ мĕн пур хутсене ултавлă цифрăсемпе кăтартса хатĕрлесе 16320 тенкĕ бюджет укçине хăйсене кирлĕ пек усă курнă. Следстви пайĕ иртнĕ çул çак хура ĕçĕн йĕрĕ çине ÿкнĕ, халĕ ăна уçса парассипе тимлетпĕр.

Коррупципе çыхăннă районти тепĕр тĕслĕх пирки те асăнса хăварас килет. Районти централизациленĕ бухгалтеринчи шут ĕçченĕ икĕ ял тăрăхĕнчи финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлне тирпейлесе пынă май, ултавлă меслетпе бюджет укçине 600 пин тенкĕ ытла вăрланă. Асăннă фактпа та следстви пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Хальхи вăхăтра преступление тĕпчес ĕç пырать.

Д.ТАЗЮКОВ,

районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика