08 декабря 2012 г.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнас тĕллевпе çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ операцисем иртеççĕ. Декабрĕн 6 – 16-мĕшĕсенче уйрăмах автобус водителĕсен тимлĕрех пулма тивĕ. Вунă кун хушшинче çул-йĕр инспекторĕсем шкул автобусĕсене çеç мар, рейса тухса каяканнисене те, уйрăм çынсенне те пур енлĕн тĕплĕн тĕрĕслĕç. Çынсене илсе çÿрекен автобуссем чăн малтанах юсавлă пулмалла, пассажирсен йышне пăхăнмалла, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курмалла. Чи кирли – водитель ирсерен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни. Паллă ĕнтĕ, руль тытаканăн çын сывлăхĕшĕн пысăк яваплăх пулмалла. Çавăн чухне çеç аварисен шучĕ сахалланĕ.
Çакна та асăрхаттарса хăвармалла. Республикăра ноябрь уйăхĕнче çеç ултă автобус çаврăнса ÿкнĕ. Пирĕн районта çакнашкал инкек пулман, анчах та çакă лăпланса йĕркене пăхăнмалла маррине пĕлтермест. “Автобус” операци пĕр пăтăрмахсăр ирттĕр тесен пурин те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Хĕллехи çула хăнăхиччен кирлĕ-кирлĕ маршăнах машинăпа çула тухма та тăрăшмалла мар, мĕншĕн тесен çул çинче куçăм питĕ пысăк.
А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД начальникĕ.