08 декабря 2012 г.
Çĕньялти вăтам шкулта районти акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен семинарĕ пулчĕ. Унта хутшăннисем чи малтанах И. Макарова 6 класра ирттернĕ уçă урока итлерĕç. Урокăн тĕп тĕллевĕ – тĕрĕс те çепĕç калаçма вĕренесси. Вĕрентекен ачасене ушкăнпа ĕçлеттерсе тĕрлĕ хăнăхтару тутарчĕ, вăйă выляттарчĕ, калаçтарчĕ.
Ун хыççăн районти акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертÿçи З. Чабатова мастер-класс ирттерчĕ. Ăна Земфира Рифкатовна пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕнче çыру çырассине халалларĕ. Акăлчан чĕлхипе ирттернĕ мастер-класс пуриншĕн те усăллă та кăсăклă пулчĕ. Учительница 2022 çулта кашни выпускник ют чĕлхепе экзамен тытмалла пулнине аса илтерчĕ. Хальхи вăхăтра çак предметпа ППЭне хутшăнакансен шучĕ районта сахал, ытларах ăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем суйлаççĕ.
Вĕрентекенсем çавăн пекех шкул музейĕнчи пуян экспонатсемпе те паллашрĕç. Вĕсем семинартан çĕнĕ ĕмĕтсемпе, шухăшсемпе саланчĕç.
Н. КОШЕЛЕВА.