08 декабря 2012 г.
Тин уйрăлса тухнă çамрăк çемье эпир. Кăçалтан чăх усрама пуçларăмăр. Пĕр ыйту канăç памасть: пăтратса панине чăхсене ирпе е каçпа çитермелле;
Малтанах пăтратни мĕнне пĕлер-ха. Чылай чухне апат çимĕç юлашкине (çĕр улми хуппи, çăкăр татки, пахча çимĕçĕнчен юлни) пăшăхланă е пĕçернĕ тырăпа тата комбикормпа хутăштарнине эпир пăтратса пани тетпĕр. Хăш чух тырă хутăшне те (хушăран комбикормпа пĕрле) пăтратни теççĕ. Пĕрремĕшне, пăшăхланине, нÿрĕлле пани теççĕ, иккĕмĕшне – типĕлле.
Чăхсем урамра е картишĕнче ирĕкре çÿренĕ чухне каçалла вĕсене киле пухма ятарласа тырă сапса параççĕ. Кил картинчен е ятарласа пÿлнĕ вырăнтан ниçта та тухса çÿремен чухне ирпе те çитерме тивет. Кун пек чухне типĕлле пăтратса пани (тырă хутăшĕ) чухах пулмалла. Пĕр пайне – ирпе, тепĕр пайне каçпа памалла.
Май пулсан апат-çимĕç юлашкинчен пĕçернине те çитерме юрать. Ăна вара каçпа лартса парсан аванрах. Çакна шута илмелле: типĕ тырă хăвăртах ирĕлсе пĕтмест. Хĕлле, кун çути çав тери кĕске тата кайăк-кĕшĕк сахал хускалнă чухне, ирлĕ-каçлă тырă памалла мар, ытлашши çу пухма кăна пулăшĕ вăл. Чи лайăххи çакă: хĕлле те, çулла та чăхсене ирпе тырă тата комбикорм пани, каçпала – пахча çимĕçĕн юлашки, курăк, çăкăр хытти... е йĕпелле пăтратса пани.
Хĕлле тырра чăхсем уçăлса çÿрекен вырăна сапса пама тăрăшмалла. Кунашкал вĕсен ытларах утма тивет, çÿрекен чăх вара шăнмасть. Кун тăршшĕнче вĕсем пĕрчĕсене пĕтĕмпех тупса çисе яраççĕ. Йĕпелле пăтратса панине тÿрех çисе ямалăх çеç памалла. Унсăрăн çĕр каçа, уйрăмах витере ăшă пулсан, вăл йÿçĕхсе каять.