12 декабря 2012 г.
Пин-пин савăнăç, телей, хавхалану кÿрекен, кучченеçсемпе сăйлакан ырă кăмăллă Хĕл Мучи çул çинче. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те айккинчен пăрăнса иртсе каймĕ. Çавăнпа та çулталăк тăрăшшĕпе кĕтекен шурсухал Патăрьелсемпе кăмăллă юлтăр тесен, коллективсенче, уйрăм хуçалăхсенче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлемех тивет. Паян-ыранах, сăмахран, «Хĕллехи фантази» конкурса хутшăнса кантур çурчĕсене, ун умĕсене асамат кĕперĕн çичĕ тĕсĕпе куç хĕсекен çутăсемпе капăрлатмалла. Ан тив, Çĕнĕ çул умĕн юмах тĕнчине çавăрнă район центрĕпе кашни çын киленсе уттăр.