АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси уявне палăртрĕç

14 августа 2013 г.

Çулленех августăн иккĕмĕш эрнин канмалли кунĕнче строительсем хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Çак ятпа район администрацийĕн акт залне çăмăл мар профессинче вăй хуракансем пуçтарăнчĕç. Вĕсене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата унăн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай начальникĕ В. Краснов саламларĕç. 

-Строитель ĕçĕ питĕ кăткăс, апла пулин те эсир çурт хыççăн çурт хăпартатăр, çулсем, кĕперсем тăватăр. Юлашки 5 çулта çеç Раççей перекет банкĕн, Россельхозбанкăн, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн керменĕсем, Сăкăтри, Шăнкăртамри вăтам шкулсем, Патăрьелĕнчи тата Шăнкăртамри ача сачĕсем çĕкленчĕç, - терĕ Николай Иванович çитĕнỹсем тума сывлăх, ăнăçу, телей суннă май.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ паян та анлă строительство лаптăкне аса илтерет. Акă, хальхи вăхăтра район центрĕнче бизнес-инкубатора, Тутар Сăкăтĕнч çĕнĕ шкул çуртне хута ярассипе тимлеççĕ. Çĕнĕ урамсене электрофикацилесси ăнăçлă пырать. Çитес çула валли лартнă тĕллевсем те пысăк. Çурт-йĕр ыйтăвĕ Раççей территорийĕнче, çавăн пекех районта та, яланах чи çивĕччисенчен пĕри пулнă. "Раççей гражданинĕсене - хăтлă та юрăхлă çурт", "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăсем шăпах çак проблемăна татса пама пулăшаççĕ те.

5 çул каялла 27 пин тăваткал метр пурăнмалли лаптăк хута кайнă пулсан, 2012-мĕшĕнче _ 30500 тăваткал метр. Кăçал та çакăн чухлех пулмалла.

Юлашки çулсенче районта нумай хваттерлĕ 10 çурт хăй хуçисене йышăннă.

Уяв ячĕпе ĕçре палăрнисене район администрацийĕн, строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене пачĕç.

Ыхра Çырминчи "Шурăмпуç" фольклор ушкăнĕ вара строительсене юрăсемпе савăнтарчĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика