14 августа 2013 г.
Августăн 10-мĕшĕнче районта Физкультурниксен кунне халалласа "Паттăр" стадионта ял тăрăхĕсем хушшинче спартакиада иртрĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансем хăйсен вăйне çăмăл атлетикăра тĕрĕслерĕç, чушкăлла, шашкăлла, шахматла вылярĕç.
Туçа ял тăрăхĕн команди чи нумай очко пухса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Çуран чупассипе старта В. Салмин тăчĕ. Спорт ветеранĕ финиша чи малтан кĕчĕ. Хĕрарăмсенчен И. Козлова лайăх результат кăтартрĕ. Шашка хăми çинче О. Рыбкинана çитекенни пулмарĕ. Шахматистсем хушшинче те вăл виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Шел пулин те, чушкă вăййинче пирĕн спортсменсем пĕр очко выляса янипе çĕнтерỹçĕсен ретне кĕреймерĕç.
А. МАЛЬЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)