АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче - чи çивĕч ыйтусем

24 августа 2013 г.

 Августăн 21-мĕшĕнче районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ мероприятире чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç: республикăра уй-хир ĕçĕсем епле тирпейленсе пыни, Чăваш Енте пурăнакансен сывлăхне сыхлассин иртнĕ çулхи кăтартăвĕ, Чăваш Республикинче "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ системине аталантармалли çинчен" саккунпа килĕшỹллĕн унăн тĕп енĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2013 - 2014 çулхи хĕллехи тапхăра хатĕрлемелли çинчен.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусене информаци ушкăнĕсемпе, вырăнти халăхпа тĕл пулса сỹтсе явма хальхинче пирĕн тăрăхра Чăваш Республикинчи физкультура, спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Раççей профсоюз работникĕсен пурнăç тивĕçтерĕвĕпе тимлекен республикăри организацийĕн председателĕ Эдуард Иванов, Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющи çумĕ Валерий Николаев пулнă.

Чăн малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан М. Калмыковпа, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - райадминистрацин вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕпе В. Осиповпа, райадминистрацин строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕпе В. Красновпа курнăçса район пурнăçĕпе кĕскен паллашнă, ун хыççăн информаци ушкăнĕн членĕсемпе пĕрле вырăнсенчи тĕрлĕрен ĕç коллективĕсемпе, уйрăм çынсемпе курнăçса кун йĕркинчи ыйтусемпе пăшăрхантаракан проблемăсене сỹтсе явнă.

Пĕрремĕш информаци ушкăнĕ Нăрваш Шăхалĕнчи, Аслă Чементи, Турханти вăтам шкулсенче, культура çурчĕсемпе врач офисĕсенче, ача сачĕсемпе почта уйрăмĕсенче пулчĕ, иккĕмĕшĕ вара Патăрьелĕнчи "Çăкăр" этнографи музейне, "Батыревский водоканал", "Полигон" обществăсене çитсе халăхăн пурнăç условийĕсене тивĕçтерес ыйтупа вырăнсенче мĕнле тимленипе кăсăкланнă, граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

(Хамăр корр)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика