12 декабря 2012 г.
Районта «Производство калăпăшне ÿстерес çул-йĕр тата пахалăхлă сĕте сутасси» темăпа семинар-канашлу иртрĕ. Унта ЧР Ял хуçалăх министерствин, «Агро -инноваци» хысна унитари предприятин представителĕсем, Улатăр, Шăмăршă, Пăрачкав тата хамăр тăрăхри ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕне фермин заведующийĕсем, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе, палăртнă тĕллевсемпе паллаштарнă хыççăн ЧР Ял хуçалăх министерствинчи кредитпа финанс политикин начальникĕ В. Просуков сăмах илчĕ. Вăл паха сĕт туса илекен тата сутакан ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитес çулсенче патшалăх пама палăртакан субсидисем пирки чарăнса тăчĕ.
–Пахалăхлă апат çиекен ĕне çеç продукци парать, – тесе сăмахне пуçларĕ «Агро-инноваци» хысна унитари предприятин çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртекен пай начальникĕ Ю. Егоров. Уçă сывлăшра уçăлтарман, нÿрĕ витере тăракан, çителĕклĕ шыв ĕçтермен тата ытти условисене те пăхăнман выльăх сĕт сахал антарни куç кĕретех. Хуçалăх кассине кĕмĕл ытларах кĕтĕр тесен тимлĕхне ытларах уйăрмаллине, çĕнĕлĕхсемпе усă курмаллине асăнчĕ вăл.
Ĕне çăварне кĕрекен апат пахалăхне, пушмак пăрусен сĕт параслăхне лайăхлатасси пирки ял хуçалăх академийĕн профессорĕ Ю. Лаврентьев тухса калаçрĕ. Çавăн пекех выльăх чирĕсем, вĕсене сиплесси çинчен асăннă академин профессорĕ Т. Григорьева паллаштарчĕ.
Раççей ВТОна кĕни туса илекен продукцине тата та лайăхлатма ыйтать, унсăрăн сутасси пирки шухăшламалли те çук. Фермăсенче çак ыйтăва татма ытларах тимлемеллине Г. Ларионов профессор хускатрĕ.
О. Павлова