12 декабря 2012 г.
Урампа пынă чухне кашни кĕтесрех табак туртакана куратăн. Вăл çеç-и-ха; Юлашки вăхăтра аслăрах çулсенчи хĕрарăмсем те пирус мăкăрлантарнине асăрхатăн. Яшсемпе пикесем ним ăнланмасăр, юлташĕсенчен юлас мар тесе наркăмăшланаççĕ тейĕпĕр, ача çуратнă, çемьеллĕ хĕрарăм алла пирус тытнине мĕнле ăнланмалла; Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ палăртнă тăрăх – кашни ултă çеккунтра пирус туртнипе чире кайнă çын вилет. Çак сăлтава пула çулталăкра пилĕк миллиона яхăн вăхăтсăр çĕре кĕрет. Чĕлĕмпе киленесси хальхи пекех нимĕн чухлĕ те чакмасть-тĕк, çак хисеп 2020 çул тĕлне икĕ хут пысăкланĕ. Раççейре арçынсен 64 проценчĕ, хĕрарăмсен 10 проценчĕ çак сиенлĕ йăлапа туслă. Статистика кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн ку цифра кашни çулах ÿсет. Çак йыш пысăкланни çул çитмен çамрăксемпе хĕрарăмсем табакпа туслашнипе те çыхăннă. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, вĕсен организмĕ никотина хăвăрт хăнăхать. Пирус туртакан хĕрарăмăн пепки çуралмасăрах пысăк хăрушлăха çакланать, çут тĕнчене килсен те тăтăшах чирлет.
Чăваш Енре ирттерекен социаллă ыйтăмсем те савăнтармаççĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн 13,7 проценчĕ пирус мăкăрлантарнине çирĕплетеççĕ. Ытларах чухне куçăм тапхăрĕнчи ачасем (13-14 çулсенчисем) – 13,1 проценчĕ, 15-16-рисем – 15,2 проценчĕ тĕтĕмпе сывлăççĕ. Пирус туртакан çитĕнекен ăру ÿсме чарăнать, унăн организмĕ аталанма пăрахать. Унашкаллисем вĕренÿре те тантăшĕсемпе тан ĕлкĕрсе пыраймаççĕ.
Пирус – этем тăшманĕ. Табак туртни – сывлăхна хавшатакан анлă сарăлнă сиенлĕ йăласенчен пĕри. Сигарет тĕтĕмĕнче радиоактивлă япаласем пур: полони, хура тăхлан, висмут. Туртакан çыннăн чĕри талăкне 15000 хут нумайрах тапать, юн тымарĕсем ансăрланнипе тĕртĕмсене тата пуç мимине кислород çителĕксĕр пырать. Пĕр пирус пурнăçăн 5,5 минутне катать, çулталăкра çак кăтарту 31 кунпа танлашать, пурнăç тăршшĕнче – 10 çулпа. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ йышăннă тăрăх, никотин – çынна майĕпен вĕлерекен наркотик. Пирус туртни ÿпкен усал шыççипе ( 17 хут), çăвар ( 18 хут), пыр (11 хут), шăк хăмпин (2 хут) ракĕпе чирлессине, миокарда инфаркчĕ ( 2 хут), инсульт ( 2 хут) пулассине ÿстерет. Мăкăрлантаракăн çăварĕнчен ырă мар шăршă кĕрет, ÿт вăхăтсăр ватăлать, пĕркеленет. Шел те, сиенлĕ çак йăлапа туслисем хăйсен сывлăхĕ çинчен те, çумрисенни пирки те шутламаççĕ. Çăра тĕтĕмĕн виçĕ пайĕнчен иккĕшĕ сывлăша тухать, наркăмăш кăларать. Çав пÿлĕмре пĕр сехет ларни 4 пирус туртнипе тан. Пирус туртакан арçынсен 17,2 проценчĕн, хĕрарăмсен 11,6 проценчĕн усал шыçă аталанать. Унсăр пуçне ытти чир те çулăхать, кун-çул та кĕскелет. Усал йăлапа туслисем ахаль çынсенчен 30 хут ытларах чирлеççĕ. Кунне 20 е тата ытларах пирус туртаканăн ÿпке ракĕпе чирлес хăрушлăх 15-20 хут ÿсет.
Пĕр хăнăхса çитнĕ йăларан хăтăлма çăмăл мар. Пирвайхи хут çăвара хыпнă çынсен 10 проценчĕн – икĕ эрнерен, 25-35 проценчĕ уйăхран пирус туртас кăмăл тепĕр хут çуралать.
Сывлăха упрас тесен те чи малтанах кăмăла хытармалла. Специалистсем палăртнă тăрăх – туртма пăрахас тĕллевлисен 5-10 минута чăтса ирттермелле. Çавăн хыççăн çăмăлрах пулĕ.
Пирус туртакансен йышне чакарас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. «Табаксăр Чăваш Ен» проектпа килĕшÿллĕн «Пируса канфетпа улăштар», «Эпир сывă пурнăç йĕркине суйлатпăр» акцисем пулаççĕ. Çавăн пекех волонтерсем общество вырăнĕсенче табак туртнине хирĕçлекенсен ушкăнне палăртас тĕлĕшпе урамсенче иртен-çÿрене алă пустараççĕ. Паллах, сиенлĕ йăлапа кĕрешесси çÿлерех асăннă акцисемпе çеç вĕçленмест. Кашнин хăйĕн сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла. Тĕрĕс çул çине тухма пултарнăшăн çывăх çыннăрсем савăнĕç, ыттисем тĕслĕх илĕç.
Н. Зубов,
районти тĕп больницăн хирургĕ.