АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă айĕнчи эмел

12 декабря 2012 г.

Учăнăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, çын кунне пĕрер пан улми çисен, унăн вар-хырăмĕ нихăçан та «вăрçмасть». Пан улми нумай чире сиплеме пулăшать. Алă айĕнче ялан тенĕ пек пулнăран çак «эмел» çынсене чăннипех те пысăк пулăшу пама пултарать.

Пан улми çын организмне лайăх тасатать, япаласен ылмашăвне йĕркелет. Унсăр пуçне çак çимĕç организмри сиенлĕ хутăшсене кăларать, çын ватăлассине чакарать.

Мĕншĕн усăллă-ха пан улми; Унра тĕрлĕ микроэлемент, пектин япалисем нумай пулни ăна сиплĕ тăвать иккен.

Чĕрĕ пан улми кăна мар, унăн сĕткенĕ ( выç варла ĕçнĕ чух) уйрăмах питĕ усăллă. Çак сĕткен вар хытнине ирттерсе ярать. Енчен те эсир çак чирпе аптратăр пулсан, ирхине пан улмипе чĕрĕ купăстаран çурмалла тунă нимĕр ( аш арманĕпе авăртса) çиме тăрăшăр. Малтанласа тутлă пек туйăнмĕ. Анчах та вăл епле усăллă пулнине каярахпа хăвăрах туйса илме пултаратăр.

Пан улми чĕре чирĕсенчен хÿтĕлет: пектин юнри холестерин виçине йĕркелет, юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетет.

Пан улми нимĕрĕ операци хыççăнхи çынсемшĕн питĕ усăллă, çĕвве хăвăртрах ÿт илме, иммунитета çирĕплетме пулăшать.

Организм ывăнса çитнине Р витаминпа пуян пан улми ирттерет.

Енчен те эсир ревматизмпа е сыпăсен чирĕпе ( подагра) чирлетĕр пулсан, куллен унăн сĕткенне ĕçме тăрăшăр. Вăл организмри мĕнпур сиенлĕ япаласене кăларать. Сыпăсем питĕ хытă ыратнă чух пан улми касăкĕсене кăштах çу хушса ăшалăр та сĕткенĕ мĕнĕпех çийĕр. Çакă ыратнине ирттерсе ярать. Подагра тата пÿре чулĕсен чирĕсемпе чирлекенсен рациона тутлă сортлă пан улми хушмалла, унтан тата улмуççи çулçинчен пĕçернĕ компот ĕçме тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика