АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ çул усăсăр иртмен

28 августа 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Вăл çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш республикин Наци библиотекинче иртрĕ. "Сирĕн ыйтса пĕлмелли чылай пухăнса кайнине туятăп, _ терĕ республика Пуçлăхĕ мероприятие уçнă май. 

-Вĕсене туллин хуравлама тăрăшăп. Ăнланмалларах пултăр тесе малтан çапах та хăш-пĕр кăтартăва пĕтĕмлетес тетĕп. Пĕтĕмĕшле илсен юлашки виçĕ çулти кăтартусем пирки пите хĕрет-есĕрех пĕлтерме пултаратăп. Сирĕнтен, халăхран пытармалли нимĕн те çук, пĕтĕмпех куç умĕнче. Тепĕр чухне кăмăла кайман ыйтусем паратăр пулсан та журналистсемпе тĕл пулмашкăн эпĕ яланах хатĕр. Вĕсем чăн пурнăçпа çыхăннăскерсем вĕт. Пирĕн хутшăнусем кирлĕ пек йĕркеленсен асăрхаттарăвăрсем влаç органĕн должноçри çыннишĕн çитменлĕхсенчен хăтăлас тĕлĕшпе усăллă пулĕç".

Михаил Васильевич Чăваш хутлăхĕн аталанăвĕнче пулса иртнĕ курăмлă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ, микро- тата макроэкономика кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Чăн та, виçĕ çул усăсăр иртмен. Палăртнисенчен чылайăшĕ, паллах, пурнăçланнă, ĕçе кĕртейменни те çук мар. Пурнăç çавăн пек вĕт- пирĕнтен килмен сăлтав сахал мар. Должноçа йышăннă малтанхи кунранах пĕр тĕллевпе малашлăха ăнтăлнă Михаил Игнатьев: ентешсен пурнăçне, унăн пахалăхне лайăхлатмалла. Правительство ларăвĕнче е ытти мероприятире пĕлтерĕшлĕ тĕллеве сỹтсе явнă чухне хăйĕнчен, ыттисенчен яланах çапла ыйтнă (паян та çавăнпах канăçсăрланать): "Ку йышăну ахаль йышши ентешсене мĕнпе савăнтарма пултарать, мĕнле усă кỹрет?" Халĕ, авă, ырă улшăнусем - куç умĕнчех...

Унтан журналистсем сăмах илчĕç. Чăн та, ку хутĕнче те ыйтăвĕсем çивĕч те шăллă пулчĕç. Вĕсем республикăн, район-хулан социалллă пурнăçĕнчи, экономикăри, политикăри лару-тăрупа кăна мар, Михаил Игнатьевăн хăйĕн кун-çулĕпе те çыхăннă. Виçĕ сехете тăсăлнă хутшăнура кашниех тулли те тивĕçтерỹллĕ хурав илме пултарчĕ.

В. СМИРНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика