12 декабря 2012 г.
Лишай – анлă сарăлнă ÿт-тир чирĕ. Вăл кăçалхи 9 уйăхра 10 çынра палăрнă. Кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртан пысăкрах та. Чир тимреллĕ кушаксемпе, йытăсемпе вылянă хыççăн тата çак чирпе чирленĕ çынсенчен ерет. Сывмарскер усă курнă çÿç тури, пуçа тăхăнмалли, ал шăлли урлă та куçать. Çак япаласенче чире пуçаракансем нумайлăха сыхланса юлма пултараççĕ.
Тимре ÿт çине, пуç çине те тухма пултарать. Икĕ сантиметр диаметрлă тăрăхла е çаврака хĕрлĕ-кĕрен ункăсем пĕрре е йышлă тĕл пулаççĕ. Хĕррисем уççăн палăраççĕ. Çийĕ кушăрханса тăрать.
Пуç çинчи тимресем кĕрен тĕслĕ, диаметрĕ 1-3 сантиметрлă. Çав вырăнта çÿç те хуçăлать. Чир шаларах кайсан тимре пÿрленме те пăхать. Унран сипленес тесен дерматолог патне каймалла.
Чир ан ертĕр тесен мĕн тумалла-ха; Хуçасăр тата сывă мар кушаксемпе, йытăсемпе вылямалла мар. Кашни уçăлса кĕмессерен ачасен аллисене супăньпе çутармалла. Вылямалли теттесемпе куллен усă куракан япаласене те тасатсах тăмалла.
Р. Ишмуратов,
врач дерматолог.