АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат тусĕ сăваплă ĕçшĕн кар тăнă

28 августа 2013 г.

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве туса пĕтерес тĕллевпе ĕç-пуçа çĕнĕрен пуçарни пирки хаçатра пĕрре мар хыпарларăмăр. Сăваплă та пархатарлă ĕçшĕн кар тăнă уйрăм хастарсемпе коллективсене пысăк ăнланушăн тав тумалли çеç юлать. Ун пек чухне ушкăнра çеç вăй пулни каламасăрах паллă.

Чун канăçлăхне тупма пулăшакан кĕлĕ çуртне туса пĕтерес ĕçе ыттисемпе пĕрлех тивĕçлĕ канăва тухнисем пая кĕни те кăмăллă. Çак кунсенче, акă, çур ĕмĕр "Авангард" хаçатпа çыхăну тытакан Патăрьелĕнчи А. Леонтьев пенсионер коммуналлă çăмăллăхсемшĕн паракан пĕр уйăх укçине ятарлă счет çине куçарнă. "Манăн ырă тĕслĕх ыттисемшĕн те вырăнлă та, усăллă та пултăр",- тенĕ вăл кăмăллăн.

Тивĕçлĕ канăва тухнисен пысăк "çарĕ" Александр Степанович çулĕпе кайсан, чиркỹ алăкĕ васкавлăрах та уçăлĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика