28 августа 2013 г.
ĔЛĔКРЕХ çынна пĕр хыпар пĕлтерессишĕн те ятарласа çыру шăрçаламаллаччĕ е телеграмма ямаллаччĕ. Вăл инçе çултан çаврăнса киличчен вара сахалтан та икĕ-виçĕ талăк иртнех. Халĕ вара? Эпир калаçас е курас текен тăванăмăр çичĕ тинĕс леш енче пулсан та пĕр самант çеç кирлĕ. Кĕсье телефонĕпе вун пĕр номерлĕ цифрăна умлă-хыçлă пуссанах _ унăн сассине илтетĕн. Куçа-куçăн курсах калаçас кăмăл пулсан вара интернета тухма пулать _ скайппа. Мĕнле ансат вĕт, амитке!
Кун пирки Раççей шайĕнче ирттернĕ ыйтăм тăрăх, хальхи вăхăтра халăхăн 92 проценчĕ мобильникпа усă курать. Унсăр çỹрекенсем питĕ сахал. 77 проценчĕ вара ăна темиçе хут та çĕнетсе улăштарма ĕлкĕрнĕ-мĕн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)