28 августа 2013 г.
Сывлăхлă çын апат çимесĕр чылайччен (уйăхĕпе те) пурăнма пултарĕ. Шывсăр вара пĕр кун чăтма та ай-яй йывăр. Ахальтен мар ĕнтĕ сăпкара выртакан ача ытла та ăшĕ хыпнăран "Пĕр кашăк шыв ĕçтерекене çири кĕпене хывса парăттăм" тесе каланă пулать. Куншăн тĕлĕнме те кирлех мар-тăр _ этем организмĕн пысăк пайĕ çав витĕр курăнакан шĕвекрен тăрать.
"Пусă шывĕ куç пек тăрă Кăшт ĕçсен те ăш канать...",_юрлатпăр тепĕр чухне халăхра çур ĕмĕр каяллах анлă сарăлнă юрра. Сăмахĕсене пĕтĕмпех пĕлсе пĕтермесен те ун чухне кирек камăн куçĕ умне сивĕ те тутлă тулли шыв витри тухса тăрать. Мĕн вăл унăн çумĕнче хулари хлорка шăршиллĕ кранран юхакан шыв! Лĕп шĕвек _ çавă çеç!
Çапли çапла та, еплерех-ха паянхи пусă е çăл шывĕн пахалăхĕ? Аллă çул хушшинче тĕнче нумай улшăнчĕ мар-и! Ăçта çитнĕ унта хими те хими вĕт _ гербицичĕ, песцицичĕ, удобренийĕ... Хирпе пахчари çум-курăкпа та, ỹсен- тăран чир-чĕрĕпе те, тапăнакан хурт-кăпшанкипе те наркăмăш сапса кĕрешетпĕр. Помидор хураласран та çав шăршлă порошокпа таблеткăна ирĕлтерсе пĕрĕхтеретпĕр. Куллен апатра усă куракан çĕр улмин ăшĕ те халь хура, хăй шывак, тата кĕрпекĕ те сахал. Çу каçа икĕ-виçĕ хутчен дихлофос сапсан мĕн кĕтмелле?
Тавралăха епле кăна вараламастпăр пулĕ! Ахальтен мар ĕнтĕ экологсем çакна этемлĕхĕн çивĕчрен те çивĕч (глобаллă) проблеми тесе тĕнче илтĕнмелле чан çапаççĕ. Шел те, хăлхасем мăкарах çав пирĕн _ илтмене персе мĕн пур çỹп-çаппа ăпăр-тапăра (халĕ тата целлофана, пластик савăтпа кĕленчене) урама е тата çын курманрах çĕре, тĕрĕсрех каласан, вăрмана, çул айккине, пĕвепе çырма хĕррине перетпĕр. Техника аталанăвне пула сиксе тухакан хăрушлăхсем (атом станцйĕсенчи тата хими завочĕсенчи аварисем) мĕн чухлĕ тата çĕр-шывра, кỹршĕллĕ патшалăхсенче, тĕнчере.
Шыв патнех таврăнар. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăна эпир чей вĕретсе ĕçме, апат-çимĕç хатĕрлеме, пĕрлех кĕпе-йĕм çума, çăвăнма-тасалма, выльăх-чĕрлĕх шăварма т. ыт. те картишĕнчи е урама чавнă пусăран кăларатпăр. Çемçипе хытăрах тутăллине уйăрма пĕлетпĕр-ха. Çав вăхăтрах эпидемиологи службисем шыв пĕрре те санитарипе гигиена нормисене тивĕçтерменнине, ку çеç те мар, улшăнусем экстремаллă пысăккине çирĕплетеççĕ. Уйрăммăн илсен, унра тимĕр, марганец, барий, литий, сульфитсем, тем тĕрлĕ минералсем ытла нумай. Çут çанталăк борĕн хисепĕ вара ПДК (предельно допустимая концентрация) нормисенчен те 3-5 е тата ытларах хут пысăккине калаççĕ. Ирпе каç та çак шыва ăша илсе пурăнатпăр пулсан, мĕнле сывлăхлă ăру çитĕнĕ-ха? Ăçтан яппунсем пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулар? Рак чирĕ ватăпа вĕтте çава пек çулнин сăлтавĕ те çакă мар-и?
Шывсăр пурнăç çук
Инкек нихăçан та пĕччен килмест. Шыв пахалăхĕ калама çук начарри кăна мар, саппасĕ те çителĕксĕр иккен. Çакна 2010 çулхи шăрăх çанталăк яр-уççăн кăтартса пачĕ. Ялĕ-ялĕпе тарăнах мар пусăсем шăкăрин типсе ларчĕç вĕт. Ку çеç-и-ха? Ĕмĕрхи кỹлĕсене хыт-хура пусрĕ. Ни хăвна чей вĕретме, ни мăкла ĕнене ĕçтерме çук. Ас тăватпăр-ха, ун чухне Шăнкăртамсем каçсерен Патăрьелĕнчи хăватлăрах пусăсенчен фляги-флягипе шыв турттарма тытăнчĕç. Ирпе ăссан _ ăсса юл. Унсăрăн кунĕпе типĕ ларăн. Хăвелпе пĕрле тăма пулĕ-ха. Анчах теприсем кил умĕнчи çăлĕсене пысăк çăрапа питĕрме тытăнчĕç вĕт. Апайтурах!
Гидроспециалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн тăрăхри ялсенче кашни çын пуçне 12-15 литр шыв тăкакланать. Район центрĕнче ытларах _ 28-30 литр. Мĕншĕн тесен, Патăрьелĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене централизациленĕ майпа (лайăх-и, начар-и_ ку урăх сăмах) шывпа тивĕçтереççĕ. Паллах, хулара ку кăтарту чылай пысăк. Çакă лайăх, савăнмалли пулăм шутланать. Хальхи çамрăк арăмсем мăшăр витрепе шыв йăтăрласшăн мар. Кăвенте те музей экспоначĕ вырăнне юлчĕ темелле. Хальхи саманара ял çынни культурăлларах та хăтлăрах пурăнма тăрăшать: кашниех килте унитаз лартать, ваннăпа душ майлаштарать. "Волга" йышши кĕпе-йĕм çумалли машинăсем пĕчĕккĕн сарайне тухаççĕ. Вĕсем вырăнне нумай шыв пĕтерекен автоматсем туянатпăр. Часах ак чашăк-тирĕке те мунчала тытса çума пăрахăпăр _ ятарлă агрегатсене хула майрисем туянаççĕ ĕнтĕ. Кĕскен каласан, шывсăр ни кунталла, ни унталла!
Çăлăнăç _ Палтиел "тинĕсĕ"
Çаксем, паллах, аслă пуçлăхсене те шухăшлаттармасăр тăма пултараймаççĕ. Тăхăр çул каялла Чăваш Ен Президенчĕ тата Правительство республикăна ĕçмелли шывпа тивĕçтерес тĕллевпе "Таса шыв" (Федерацинчен те маларах!) программа туса хатĕрлерĕç. Шăпах çавăн тивлечĕпе ĕнтĕ пирĕнпе кỹршĕллĕ Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕ тĕлĕнчи Хырла çырминче тĕлĕнмелле пысăк шыв управĕ тума пикенчĕç. Строительсем унта 2005 çулта шалча çапса çĕр чакаласа купалама пуçланăччĕ. Вăл халĕ пĕтĕмпех хатĕр ĕнтĕ. Шупашкарти Патăрьел чăвашĕ Владимир Миронов ертсе пыракан хăватлă "Стройкоммуникаци" пĕрлĕх (тĕп прорабĕпе инженерĕ татах пирĕн ентешсем пулчĕç _ Минсеит Хамбиков тата Камиль Салихов) çак вырăнта пысăк калăпăшлă объект туса пĕтерчĕç. Вăхăтĕнче эпир Треньел тĕлĕнчи плотина пысăккипе мăнаçланаттăмăр. Пĕр миллион кубла метр шыв та-ха унта! Хырла çинчи алă вăйĕпе тунă кỹлĕ чăн улăпран та улăп. Вăл пирĕннинчен тата 15 хут пысăк. Шыв пуçтарăнакан лаптăк 426 гектар. Кунта сахалтан та Патăрьелпе Шăнкăртам ялĕсем вырнаçаççĕ. Вăл икĕ çухрăм сарлакăш, вăрăмăшĕ 5,3 çухрăм. Шыв сикки кăна 15 метр _ шахта тĕлĕнчен аялалла пăхсан пуç çаврăнать. Кун пек пысăк управ республикăра та тек çук. Кунта халĕ таврари (Чĕмпĕр тата Пăва хулисем таранччен) пулăçсем иленнĕ. Кимĕпе варринерех кĕрсе çăрттан тытакансем те пайтах. Çурлă-кĕрлĕ вара сунарçăсем кайăк кăвакалпа ытти шыв кайăкĕсене персе çỹреме пухăнаççĕ. Шыва кĕме юраманни пирки асăрхаттарусем çырса çапнă-ха. Анчах ăна пăхать-и халăх! Ăшă шывра шампăлтатма, канма-уçăлма ваттипе вĕтти таçтан та килет.
Мĕльюншар тонна шыв пухса тăракан çак плотина-пĕве Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă халăха (84 ял, 56 пин çын) ĕçме тата кил-тĕрĕшре усă курма таса шывпа тивĕçтермелле. Социологи тĕпчевĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен 80 проценчĕ çак шыва киле кĕртме хатĕррине палăртаççĕ.
Тасатакан сооружени хатĕрпе пĕрех
Управ тума федераци бюджетĕнчен тата республика енчĕкĕнчен нумай укçа кайнă. Анчах хатĕр плотина капашсăр пысăк стройкăн пĕр пайĕ кăна-ха. Çакна вăтаçĕр сăпасра вырăна кайса курни те аван çирĕплетрĕ. Плотина тăвакансем хăйсен ĕçне пĕтерсе кайсан кунта виçĕм çул Шупашкарти республикипех паллă та хăватлă организаци_ "Старко" фирма (тĕп подрядчик) _ ĕçченĕсем шыва тасатакан сооружени çĕклесе лартма килнĕ. Çак тапхăрта пĕве дамбин аял енчи лаптăкра пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Пире вĕсемпе строительствăпа монтаж ĕçĕсен мастерĕ Дмитрий Борисович Кузьмин паллаштарчĕ.
Çỹллĕрех вырăнтан стройка лапамĕ алă тупанĕ çинчи пекех курăнать. Тинĕс тĕсне аса илтерекен сооруженисен комплексĕ 16 çурт-йĕртен тăрать. Шыв хатĕрлекен станцине (вăл чи кирли!), икĕ насус станцине, озонлакан тата таса шыв тытакан резервуарсене, отстойниксене, котельнăя тата ытти корпуссене купаласа тăррисене витнĕ. Пĕрлех ăшă кĕртнĕ, электроэнерги пырса тăрать, оборудовани вырнаçтарнă, пускпа наладка ĕçĕсем пыраççĕ. Куллен тĕрлĕ ĕçе 50 рабочи пурнăçлать, çичĕ тĕрлĕ техника пур. Командировкăна килнĕ специалистсем кунтах выртса тăраççĕ. Хальлĕхе 800 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Мастер пĕлтернĕ тăрăх, строительсен проектпа сметăра пăхса хăварман чылай ĕçсене те тума тивет. Вĕсем вара 120 миллион чухлех пуçтарăнаççĕ.
-Йывăрлăхсем пур пулин те çулталăк вĕçне мĕн пур ĕçе вĕçлетпĕр,- пĕлтерет Дмитрий Борисович.
-Халĕ, ав, эпир пикенсех территорине типей-илем кĕртетпĕр, шалти çулсене тикĕслесе асфальт саратпăр. Раштав уйăхĕнче хĕрлĕ хăю каснă çĕре килме пултаратăр!
Малтан _ Шăмăршă районне. Унтан _ пирĕн пата
Мăн пĕве шывпа тулнă терĕмĕр. Миллиарда кайса çапăнакан тасатакан сооружени те хатĕр пуласси куçкĕрет. Ăна республикăри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çумĕнче йĕркеленĕ "Гидроресурс" учреждени хăй хỹттине илет-мĕн. Тỹрккесрех калатăп пулĕ те, малашне шыва СУТМА тытăнмалла. Маларах асăннă программăпа килĕшỹллĕн, патшалăх стандарчĕсене тивĕçтерекен шыв пирвай Шăмăршă районĕ тăрăх саланать. Çывăхри Палтиел, Патирек, çавăн пекех Васанпа Шăмăршă таврашĕнчи ялсем тахçанах шыв туянма хатĕр _ пăрăхсене çĕр ăшне хурса кил умне çитернĕ. Кỹршĕсене килес çул таса шыв çитесси иккĕлентермест ĕнтĕ.
Вулакан çакăн евĕр ыйту парассах кĕтетĕп: "Пирĕн енне вара ырлăх хăçан çитет-ши?"
_ Шăмăршă хыççăн черетре Патăрьел районĕ тăрать, _ пĕлтерет ман шухăша ăнланнăнах Д.Кузьмин. _ Ĕç-пуç вăраха тăсăлмалла мар. Акă хальхаççăн кăна тасатакан сооружени патĕнчен тытăнса вăрман урлă прачак касса Чăваш Сăкăчĕпе Тутар Сăкăчĕ хушшине электролини (6 км) карса тухрăмăр. Унпа юнашарах магистральлĕ (315 мм.-лă) пăрăх вырнаçтармалла. Паллах ĕнтĕ, вĕçĕнче насус станцийĕ кирлĕ...
Проектсем хатĕр. Патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ
_Таса шыв килессе эпир тахçантанпах куç пек кĕтетпĕр,_ тет Кзыл Чишма, Начар Упи тата Çĕнĕ Чĕпкас ялĕсене пĕрлештерекен ял тăрăх пуçлăхĕ Рустям Минаев эпĕ мĕнпе интересленнине пĕлсенех._ Менделеев таблиципе ĕрченĕ шыв ĕçсе пурăннăранах çур ял ытла шăл чирĕсемпе аптрать, тепĕр çурине ытти амаксем нушалантараççĕ. Шыв туратне пирĕн пата çитерме инçе мар ĕнтĕ _ Алманчă витĕр кăна иртмелле...
Паллă ĕнтĕ, урамсене шыв илсе пырас тесен, чăн малтан проект кирлĕ. Ку енĕпе Чишмасем чăннипех пуçаруллă. Вĕсем икĕ ял валли 2004 çултах кирлĕ документсем хатĕрленĕ. Шел те, хулăн тĕркемсем кивелме те ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа кăçалхи çу уйăхĕнче Шупашкарти "Гипроводхоз" института тепĕр хут сукмак хывнă. Кирлĕ хут тутарттарасси чухăн ял тăрăхĕшĕн пĕрре те çăмăл мар. Акă, 250 киллĕ Кзыл Чишмашăн кăна 280 пине яхăн кĕмĕл тупмалла. Çавăн чухлех Красномайскишĕн хатĕрлемелле. Ку çивĕч ыйтăва та татнă-ха Рустям Равилович. Пĕр проекта туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Вăл халĕ тĕрлĕ ведомствăсенче экспертизăра. Çывăх кунсенче теприне те вĕçлеççĕ.
Урам сетьне хурасси тата та пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Акă Чишма валли кăна сахалатан та пĕр 7 миллион кирлĕ. Апла та питĕ йỹнĕ шутланать-ха. Ку вăл çур яла темиçе çул каялла пăрăхсем хунипе тата тепĕр çуррине реконструкци тумаллипе кăна çапла. Халиччен пусăсемпе кăна пурăнакан Красномайскишĕн темиçе хут та хаклăрах пуласси тỹрех паллă. Шанăç патшалăхра çеç.
Шанатпăр!
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)