АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк

12 декабря 2012 г.

Кзыл Чишмари врач офисне сиплев курсне килнисем пĕрин хыççăн тепри черетпе кĕрсе тухса пычĕç система яртаракан пÿлĕмрен. Алăк умĕнче кĕпĕрленсе тăрасси е коридорти сак çинче вăрах кĕтсе ларасси те çук вĕсен. Тепĕр кунне пациент миçе сехете килме пултарнине интересленет А. Салахутдинова медицина сестри, ăна ятарлă журнал çине çырса хурать.

Çие шурă халат тăхăннăранпа 34 çул çитрĕ Альфия Зарибзяновнан. Ĕç ăсталăхĕ çителĕклех унăн. Врач çырса панă сиплев курсне кашни çыннăннех вăхăтра та тирпейлĕ пурнăçласа пыма тăрăшать вăл. Хăшне-пĕрне эмелпе çеç мар, сăмахпа та сиплет.

– Сипленекенсем кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ытларах. Пахча-çимĕçе пухса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕхе чакарнă май офиса утма кăмăллать ял халăхĕ. Тĕрĕс те тăвать. Сывлăха çирĕплетни те кирлĕ-çке, – тет А. Салахутдинова.

Офисра сиплев курсне илме пулатех. Ку чухнехи оборудованисемпе тĕрĕслесе диагноз лартаççĕ. Специалистсем çителĕклĕ. Килсе çÿреме те инçе мар. Кунта ĕçлекенсем те çывăхрисемех. Çакă те меллĕ. Çынсене çывăх пĕлни часах пĕр чĕлхе тупма пулăшать. Ача-пăча, çемье çинчен калаçу пуçарăнать процедурăсем вăхăтĕнче. Сехет хыççăн сехет шуни сисĕнмест те. Ялта çапла вĕт вăл. Виççĕмĕш, çиччĕмĕш сыпăкри тăван та, хăта-тăхлач та, кÿршĕ-аршă та çывăхран та çывăх пулса каять, пĕрин савнăçне тепри пайлать, хуйхине çурмалла тăвать. Çак енсем пурте пур Альфия Зарибзяновнан. Çынран уйрăмраххи те пур унра. Медицина сестри 22 хутчен юн пама хутшăннă. Çакă миçе çыннăн кун-çулне малалла тăсма пулăшнă ĕнтĕ.

– Çынна ырă тума пире аттепе аннех вĕрентнĕ. Тен, çавăнпах паянхи ĕçĕме суйласа илесси те çыхăннă пулас. Сывлăхлă çынна юн парасси нимĕн те мар. Малашне те çакăнтан пăрăнасшăн мар эпĕ. Чапĕшĕн те чысĕшĕн тăрăшмастăп. Пĕрле ĕçлекенсем те айккинче тăмаççĕ юн парассинчен,– тет кăмăллăн донор.

Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ Альфия Зарибзяновна. Яла качча тухса мăшăрĕпе икĕ хĕр ÿстернĕ. Вĕсем те çынна юрăхлă пулнă, асли мăнуклă тунă.

– Ыр кăмăллăхăм ан иксĕлтĕрех ĕнтĕ. Саккăрмĕш теçеткене вакланă аннепе пурăнатпăр халĕ. Хура-шурне нумай тÿснĕскерĕн ватлăхĕ канлĕ пултăр тесе тăрăшатăп. Мĕн кăна курман вĕсем хăй вăхăтĕнче. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăрман та каснă, окоп та чавнă, тырă та вырнă... Ватăсен ĕçпе кушăрханă аллисем, вăхăтсăр пĕкĕрĕлнĕ хул-çурăмĕ ан сурччăр тесе тăрăшмалла пирĕн. Çавăнпа йышăнăва килнĕ çынсемпе ăшă пулассине мала хуратпăр та. – тет шурă халатлă ĕçчен.

А. Астраханцева

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика