28 августа 2013 г.
Алăк урлă çынна çăкăр памаççĕ _ ху та çука юлма пултаратăн.
Апат çинĕ чух икĕ çăкăр татки çыртсан çын килет теççĕ.
Каçхине çăкăр пуçлама каламаççĕ.
Картара çăкăр çисен выльăх ăнмасть тет.
Кăвакарнă çăкăр çиекен укçа тупать, пуян пулать.
Сĕтел çинчен çăкăр татăкĕ ỹксен, ваттисем туртаççĕ теççĕ.
Çăкăр е çăкăр тĕпренчĕкĕ урайĕнче выртнине курсах ăна илмесĕр урапа пуссан, чăвашсем пысăк çылăх тесе шутлаççĕ. Çавăнпа алăри çыртăк ỹксен, тупаймасан та, ăна шырама кирлĕ, кам ун пек тумасть _ вăл çын та мар.
Çĕлĕке хывмасăр çăкăр çисен _ каçарми çылăх.
Çăкăр кăмакара пиçнĕ чухне икке уйрăлса кайни ырлăха мар. Çăкăр сăмси çиекен пуян пулать теççĕ.
Çăкăр çине алăпа тăвар сапаççĕ. Çăкăр татăкне тăварпа пуçса çисен кайран çăкăр пулмасса та пултарать.
Çăкăр çунăкне çисен упаран хăрамасть теççĕ.
Çăкăр тĕпне пĕччен çисен вăрмана кайсан аташать теççĕ.
Çăкăр тĕпренчĕкне пухса çисен выльăх ĕрчет теççĕ.
Çăкăра кăмакана лартнă чух: "Çын çăварне юрăхлă пул", _ теççĕ. Çăкăра кăмакана хывнă чух ун çине хĕрес хываççĕ.
Çăкăра тĕпретсе, тăкса-акса çисен çылăх пулать. Çĕнĕ çăкăр çинĕ çĕре усал çын пырса кĕрсен телей çук.
Çĕнĕ çăкăр тусан малтан хăйсем çимесĕр кивçен пама юрамасть теççĕ, тепĕр çул тырă начар пулать .
Çинĕ чухне кулсан шуйттан çăкăр татăкне чăмласа хурать тет.
Чăвашсем çăкăр пĕçернĕ чухне тăтăшах кăмакана пăхса тăраççĕ, хăш çăкрин пичĕ çурăлать, ăна часрах тип çырмана кайса пăрахаççĕ.
Ыйткалакана çăкăр сăмси памаççĕ тет, çăкăр сăмси парсан телей ыйткалакана каять тет.
"Сăнавсемпе ĕненỹсем..." кĕнекерен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)