12 декабря 2012 г.
Чăвашсен паллă композиторĕ, СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Филип Лукин çуралнăранпа 100 çул çитсе пынă май Красноармейски районĕнче автор пултарулăхĕпе çыхăнтарнă фестиваль-смотр иртрĕ. Унта тĕрлĕ регионти юрă ăстисемпе пĕрлех сцена çине Патăрьелĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕ те тухрĕ. Смотр хĕрÿллĕ иртрĕ пулин те Раççей Федерацийĕн, Чăваш республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин ертсе пыракан коллектив лауреат ятне тивĕçрĕ. Я. Степановпа В. Ширтанов солистсем вара дипломантсем пулчĕç. Çавна май Шупашкарти патшалăх филармонийĕнчи гала-концерта хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Ф. Лукин ăн «Çамрăксен юрри» тата ытти произведенийĕсене, «Ĕç хыççăн» вокалпа хореографи суитине Патăрьелсем ăста кăларчĕç.
А. Иванова.