12 декабря 2012 г.
Питĕрте тинĕс çар флочĕпе шыв айĕнчи флот морякĕсен ветеранĕсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн 6 съезчĕ иртрĕ. Унта республикăн сумлă делегацийĕ те хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти «Союз моряков – морское братство» обшествăлла организаци ветеранĕсем – В. Паймуллин, А. Казенов, Ю. Яковлев та пулчĕç. Пĕрлешĕве хăй вăхăтĕнче службăра тăнă моряксен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.
Съезда Инçет Хĕвел тухăçĕпе Эстони, Латви, Белорусси, Украина, ытти çĕр-шывсенчи 84 регионти организацисенчен 300 ытла делегат хутшăнчĕ. Унта пулнисем вăл çÿллĕ шайра иртнине палăртаççĕ. Ассоциаци президенчĕ Г. Сучков адмирал докладĕнче пирĕн район морякĕсен ырă ĕçне палăртни те пысăк хавхаланÿ кÿрет. Ассоциацин генеральнăй директорĕ, 1 рангри капитан М. Мамайкин ентеш те пирĕн моряксен пуçарăвне ырларĕ.
Съезда хутшăннисем инкек тÿссе «Курск» караппа путса вилнисене асăнса лартнă мемориал умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Ветерансем легендарлă «Аврора» крейсер çинче, пĕрремĕш Петĕр палăкĕ патĕнче пулчĕç.
Ÿссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывма тăрăшаççĕ ветеран-моряксем. Обществăлла организацие пулăшу паракансем пурришĕн те савăнаççĕ. Ку хутĕнче чунĕпе мал ĕмĕтлĕ ветерансене инçе çула çывăхлатма Г. Афанасьев, Н. Маркиданов, П. Перепелкин пулăшу кÿнĕ.
А. Иванова.