12 декабря 2012 г.
Пурнăçра чуна çывăх професси суйласа илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна çулсем иртнĕçем ытларах та ытларах ăнланатăн. Юратман ĕçе пурнăçлас та килмест-çке. Çамрăксене, çитес çул шкулпа сыв пуллашакансене çак енчен пулăшас тĕллевпе «МРСК Волги» – «Чувашэнерго» уçă акционерла пĕрлешÿ филиалĕн Кăнтăрти производство уйрăмĕн Патăрьелĕнчи электросеть районĕнче Уçă алăксен кунне ирттерчĕç. Унта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 11 класра вĕренекенсемпе професси училищинче ăс пухакансем хутшăнчĕç. Предприятин пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕпе, историйĕпе Канашри управленинчи персоналпа ĕçлекен специалист В. Ильина каласа кăтартрĕ.
– Кун пек тĕл пулусем эпир çулленех ирттеретпĕр. Çакă ачасене пирĕн ĕçпе тĕплĕнрех паллашма, професси суйланă чухне тивĕçлĕ йышăнусем тума май парасса шанатпăр, – терĕ Валентина Николаевна калаçăва пĕтĕмлетсе. Вĕренекенсем çавăн пекех пÿлĕмсене, района тата ытти тăрăхсене те çутăпа тивĕçтерекен хăватлă трансформаторсене курчĕç. Вĕсем мĕнле ĕçленине Кăнтăрти производство уйрăмĕн Патăрьелĕнчи электросеть районĕн начальникĕ В. Емелин тата Р. Ишмуратов инженер тĕплĕн ăнлантарчĕç.
О. Павлова