15 декабря 2012 г.
ИРТНĔ çулхи çак вăхăтра Тăрăнта çуралса ÿснĕ пулас магистрăн, Анастасия Алексееван творчествăри пултарулăхĕ пирки вулаканăмăрсене хавхаланса пĕлтернĕччĕ. Чиперкке наукăпа тĕпчев обществин активлă членĕ, тĕрлĕрен кăткăс рефератсем хатĕрлесе конкурссенче тăтăшах хăйĕн вăйне, ăс-тăнне тĕрĕслет. Ăсталăхне кура Настя Чăваш элтеперĕн стипендиачĕ те пулчĕ, пĕлтĕр вара пултаруллă çамрăксене пулăшма паракан Раççей шайĕнчи премине те илчĕ. Çак пысăк хисепе республикăри аслă шкулсенче пĕлÿ пухакан çичĕ хастар çеç тивĕçнĕ.
Çывăх вăхăтра аспирантурăна вĕренме кĕрес шутпа наука ĕçне чун-чĕререн парăннă çамрăк специалист-фармацевтшăн аçтаха çулталăкĕ те йĕрсĕр иртмерĕ. Нумай пулмасть вăл хăйĕн ĕçне малалла тăсма каллех патшалăх ертÿçин хушăвĕпе икçĕр пин тенкĕ укçа илме тивĕçнĕ. Çавăнпа та шанас килет, çывăх çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи паллă çынсем çумне тепĕр çамрăк хутшăнĕ.