АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен, анчах “Авангардсăр”. Кам вăл?

15 декабря 2012 г.

РАЙОНТА тухса тăракан “Авангард” хаçата чылай вулакан “чун апачĕ” вырăнне хурса йышăнать. Тĕрĕсех, урăхла пулма та пултараймасть темелле. Хамăр пурăнакан тăрăхри хыпар-хăнара пĕлмесĕр епле пурăнăн-ха; Пилĕк пинрен кая мар çынлă Шăнкăртама паян вăл 656 экземпляр саланать. (Кунта Тикеш ялĕ те кĕрет, 48 экз.). Алла счет тытса пайласан вăтамран çичĕ çемьене пĕр хаçат тухать. Çав шутра вара пирĕн хисеплĕ интеллигенци çыннисем, учительсем, “Авангарда” 20 экземпляр çеç çырăннă! Тĕлĕнмелле вĕт! Кунта вара икĕ пысăк вăтам шкулта 64 вĕрентекен, унсăр пуçне икĕ ясли-сад коллективĕ. Пурте уйăхне икĕ хутчен шалу илекенсем. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти учительсем вара тăван хаçатăмăрпа çывăх çыхăну тытаççĕ. Ăна хисеплеççĕ, çавăнпах вĕсем коллективĕпех çырăннă.

Çырăнтару тапхăрĕ вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Йăнăша тÿрлетме те, ăна çавăн пекех хăварма та пулать. Çĕнĕ çулта çак ыйту патне каялла та таврăнса пăхăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика