31 августа 2013 г.
Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районти вĕрентỹ ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ августри коференцийĕ иртрĕ. Унта шкулсемпе ача сачĕсен делегацийĕсем, малта пыракан педагогсем, çут ĕç ветеранĕсем, çавăн пекех ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Хальхинче ăна районти воспитани тата хушма пĕлỹ паракан системăна аталантарас ыйтупа йĕркелерĕç. Канашлу теми тăрăх район администраци пуçлăхĕн çумĕ, администрацин вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ Валерий Осипов тĕплĕ доклад туса пачĕ.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасене хушма пĕлỹ паракан центр тытăмĕнчи пĕрлешỹсене 380 ача çỹренĕ. Шкулсен никĕсĕ çинче тата 4711-ĕн хушма пĕлỹ илнĕ. 19 шкулти кружоксемпе секцисене ачасен 85 процентне явăçтарнă. Кунсăр пуçне Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕнче 830 ача, Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче 259 ача ăс пухать. Хушма пĕлĕвĕн çул-йĕрĕ те нумай: наукăпа техника, физкультурăпа спорт, ỹнер, туризмпа таврапĕлỹ, çарпа патриотизм, социаллă пурнăçпа педагогика, экономика...Çавăнпах-тăр, хушма пĕлỹ системин çăмăллăхĕсемпе усă куракансен йышĕ те ỹссех пырать.
Район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ячĕпе саламланă май, ачасене хушма пĕлỹ парассси педагогика коллективĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ.
Канашлу ĕçне хутшăнса ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Сăкăтри "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи Петр Никифоров тата Чăваш гуманитарии ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев пурне те çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă сунчĕç. Кунтах ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре палăрнă хастарсене район тата республика шайĕнчи Мухтав хучĕсемпе, дипломсемпе тата Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç.
(Хамăр корр.).
О. Павлова тата М. Волкова сăн ỹкерчĕкĕсенче: конференци саманчĕсем
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)