15 декабря 2012 г.
Ытлари кун, декабрĕн 11-мĕшĕнче, “Единая Россия” парти председателĕн Д. Медведевăн регионти обществăлла приемнăйĕ районта граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркелерĕ.
Йышăнăва килнĕ ЧР Патшалăх канашĕн депутачĕ, “Фармация” предприятин генеральнăй директорĕ В. Филимонов малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тĕл пулчĕ. Районăн социаллă экономикипе тата малашнехи аталану çул-йĕрĕпе паллашрĕ.
Йышăнăва килнисем ытларах хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, сывлăха сиплес ыйтусене хускатрĕç, хăш-пĕр саккунсене улшăнусем кĕртме сĕнчĕç. Валерий Николаевич кашни çыннах тимлĕн итлерĕ, çĕкленĕ ыйтусем тăрăх влаçри тĕрлĕ структурăпа малалла ĕçлеме шантарчĕ.
(Хамăр корр.)