31 августа 2013 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул _ районта пысăкки. Хальхи вăхăтра кунта çитмĕл ытла педагог ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тесе тимлет. Чылайăшĕ çак ĕçре ят-сум, чыс, хисеп çĕнсе илнĕскерсем.
Творчество ушкăнĕ çулсеренех мĕнле те пулин пархатарлă ĕç, çитĕнỹ туса савăнăçа пĕрле пайлама хăнăхнă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕнхи педагогсен канашлăвĕнче коллектившăн ырă та ăшă сăмах каламалли тепĕр пысăк сăлтав тупăннă. Ĕçтешĕсем чĕрĕк ĕмĕр ытла коллективра çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ ỹстĕр тесе пур майсемпе те тăрăшакан В. Падисов физрука "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята илнĕ ятпа чун-чĕререн саламланă. Владимир Петровича кăкăр çине çакмалли сумлă паллăна Республика элтеперĕ Михаил Игнатьев хăйĕн аллипе тыттарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)