АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çемьене илем кÿрет

15 декабря 2012 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паянхи куна патшалăх паракан сумлă пулăшăва хăйĕн ĕçне малалла аталантарма ĕмĕтленекен 14 фермер хуçалăхĕ е уйрăм çын илнĕ.

Кивĕ Ахпÿртри Кошкинсем те “Республикăра 2012–2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси” тĕллевлĕ программăна кĕрсе çĕнĕ техника туянма, выльăх-чĕрлĕх йышне самаях ÿстерме майсем тупнă. Ĕç патне малтанах çыпçăннăскерсене çакă малашлăхри çул-йĕре тĕллевлĕн уçма май панă. Халĕ вĕсем 8 гектар çĕре акса-лартса, çитĕнтерсе, пухса кĕртме пултараççĕ. Кăçал унта пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем, 70 сотăй çĕр улми, кирлĕ чухлĕ выльăх кăшманĕпе кишĕр çитĕнтернĕ. Сухан-севокпа та тахçантанпах ĕçлет çемье.

Олег Михайловичăн кĕр мăнтăрĕпе хуралтă айне 40 хур, 30 кăвакал, 6 вăкăр, 3 ĕне, теçетке ытла сурăх кĕнĕ. Çак кунсенче вăл тата 3 ĕне туянма ĕмĕтленет. Çемьери кашни çын кирек хăш ĕçе те пуçăнма пултарать. Мăшăрĕ, Марина, Патăрьелĕнче ĕçлет пулин те ирпе каç ĕнесене сăвать. Апат парас ĕçе амăшĕ, Лидия Дмитриевна та хутшăнать. Тислĕке тасатса айсарăмне улăштарасси вара ялти шкулăн тăххăрмĕш класĕнче вĕренекен Дима çинче.

Каçхи апатра çеç пĕрле пуçтарăнать çемье, пăсланса ларакан вĕри яшкана çинĕ май малашлăх тĕллевĕсене палăртать.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика