31 августа 2013 г.
Шупашкарти А.В. Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубра парашютистсен Тĕнче кубокĕпе Европа чемпионачĕн ăмăртăвĕсем иртнĕ. Вĕсене 19 çĕр-шывран 160 спортсмен хутшăннă. Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче республикăри паллă парашютистсем Аркадий Наварнов, Владимир Дмиртиев, Владимир Ильин, Валентина Коплик, Ирина Филиппова тата ыттисем те хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.
Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче спортсменсем парашютпа палăртнă вырăна тĕл сикес енĕпе ăмăртнă. Ку енĕпе хĕрарăмсен хушшинче тĕнче чемпионки, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ольга Лепезина пысăк ăсталăх кăтартнă. Кубок зачетĕнче кăна вăл Китай спортсменкинчен кăшт каярах пулнă. Чемпионатра 7-мĕш тур кăтартăвĕсем тăрăх малти вырăнта _ Францин хĕрарăмсен пĕрлештернĕ команди. Тĕнче кубокĕнче Китай хĕрарăмĕсен команди чи маттурри пулнине çирĕплетнĕ. Арçынсен хушшинче парашютпа палăртнă вырăна тĕл сикес енĕпе уйрăмшарăн ăмăртакансен турнир таблицинче 8-мĕш раунд кăтартăвĕсемпе Чехири Табор Хейнек _ пĕрремĕш. Шанăç кỹрекен Раççей парашютисчĕсенчен Дмитрий Максимов табельте виççĕмĕш йĕркене йышăнать. Чемпионатра арçынсен командисен йышĕнче Словени спортсменĕсене çитекенни пулман. Çав кунах А.В. Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубра çĕнтерỹçĕсемпе призерсене чысланă.
"Сывлăшри ăмăртусем йĕркеллĕ иртрĕç. Уйрăмах Китай спортсменĕсем пысăк ăсталăхпа савăнтарчĕç. Парашютпа палăртнă вырăна тĕл сикессипе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Раççей команди ку енĕпе _ виççĕмĕш. Шел, сумлă çак чемпионата Чăваш Ен спортсменĕсем хутшăнманни пăшăрхантарать. Пирĕн вăхăтра йăлтах тỹлевсĕр пулнă, ан ỹркен _ сик кăна. Халĕ вара пурте тỹлевлĕ: парашюта та хăвăн туянмалла, кашни сикмессерен нухрат памалла. Кашниех спортăн çак тĕсне суйлаймасть. Çавăнпа чылай чухне çапла пулса тухать: укçа пур _ талант çук, пултаруллисене вара мул çукки ура хурать. Çавăнпа кăтартăвĕсем те паян çапларах кăна", _ шухăшне палăртрĕ СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Майя Костина.
А. ВАНЮШИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)