АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Октябрьччен ĕлкĕрмелле

31 августа 2013 г.

 Патшалăхăн хушма укçа (софинансирование) программине хутшăнса пĕрремĕш взнос хывас текенсемшĕн шутлă кунсем юлчĕç. Заявлени октябрĕн 1-мĕшĕччен çеç йышăнаççĕ.

Программăна 14 çул тултарнă кашни çын кĕме пултарать, вăл шутра пенсионер та. Раççейпе çак программăна 11,8 млн çын кĕнĕ, Чăваш Енре _ 150 пин ытла.

Программăна хутшăнас тесен пенси фондне хăвăр ĕçлекен вырăнти ертỹçĕ ячĕпе, е пенси фончĕпе килĕшỹ тунă патшалăхăн мар пенси фончĕсене заявлени çырмалла. Заявлени патшалăх пулăшăвĕн порталне кĕрсе (www.gosuslugi.ru) çырма та май пур. Республикăра пурăнакан 152 çын ку мелпе усă курнă та.

Программа пулаc пенсие е хальхи пенсие ỹстерме май парать. Çын хăйĕн пенсине ỹстерме çулталăкне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ хывма пултарать. Патшалăх та унăн счечĕ çине çавăн чухлех укçа куçарса пырĕ.

Программа 10 çулччен ĕçлет _ пĕрремĕш взнос хывнинчен шутламалла. Çак тапхăрта çыннăн кăмăлĕ улшăнсан вăл взноса тỹлесен те, тỹлемесен те пултарать.

Пухăннă укçана ватлăх çитнипе пенсие тухсан, çав шутра çул çитмесĕрех пенси шутласа парсан, илме ирĕк пур.

Патшăлăхăн хушма укçа программи çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлес килсен пенси фончĕн талăкĕпех тỹлевсĕр ĕçлекен "хĕрỹ лини" телефонĕпе шăнкăравлама пултаратăр: 8-800-510-55-55.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика