31 августа 2013 г.
Çак кунсенче республикăн кăнтăр районĕсенчи утарçăсен канашлăвĕ "Хурт-хăмăр ăсти пул" ятпа иртрĕ. Ку темăна ахальтен суйласа илмен: юлашки çулсенче вĕлле хурчĕсем усракан шучĕ çуллен ỹссе пырать. Çавна май тахçантанпах ĕçлекенсем тин çеç пуçăннисене хăйсен опычĕсемпе, вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç.
Кăçал мероприяти Тăрăнта пурăнакан П. Самакин хуçалăхĕнче пулчĕ. Петр Васильевич хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçре çĕнĕ çын мар. Ашшĕ-амăшĕ утар тытнăран ачаллах явăçтарнă. Ỹссе çитĕнсен вĕсен ырă йăлине малалла хăй тăснă. Халĕ мăшăрĕпе, Галина Алексеевнăпа, пĕрле вăй хураççĕ. Самакинсен аслă ывăлĕ те, Сергей, "ылтăн" хуртсен чăн-чăн тусĕ. Вăл Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче утарçă пулса тăрăшать.
Семинар-канашлăва район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ М. Калмыков уçрĕ. Вăл район пурнăçĕпе, ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ.
Ун хыççăн сăмах Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев илчĕ. Вăл малашнехи тĕллевсем, тунă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ.
_ Чăваш Енре 52 пин вĕлле хурчĕн çемйине шута илнĕ, 45 пинне уйрăм çынсем усраççĕ. Çакна шута илсе иккĕмĕш çул хурт-хăмăрçăсен канашлăвне хушма хуçалăхра йĕркелерĕмĕр,_ пĕлтерчĕ хăйĕн докладĕнче кăнтăр районĕсен зоотехник-консультанчĕ Н. Пирожков. Вăл хĕл каçнă вĕлле хурчĕсен çемйисем кăçал 40 _ 60 килограмм çăка пылĕ пухнине, çакă пирĕн тăрăхшăн лайăх кăтарту иккенне палăртрĕ.
Мероприятинче республикăри хурт-хăмăрçăсен союзĕн представителĕ А. Скворцов, А. Толстова ветеринари врачĕ тухса калаçрĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)