АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пултаруллисемпе тавçăруллисем çĕнтерчĕç

15 декабря 2012 г.

Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи Культурăпа кану центрĕ хаваслă шÿтпе, кулăпа тулчĕ. Кунта вĕрентÿ пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центр хаваслисемпе тавçăруллисен клубне ирттерчĕ. Унта шкул ачисемпе студентсем, ĕçлекен яш-кĕрĕм хутшăнчĕç.

Командăсем малтанах хăйсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Унтан “Ыйту – хурав”, “Музыкăллă” конкурссенче хăйсен пултарулăхĕсене кăтартрĕç. КВНа Ч. Калайбашева ертсе пычĕ. Çавăн пекех хатĕрленÿ вăхăтĕнче куракансене “Çамрăклăх” тата “Ăраскал” эстрада ушкăнĕсем юрăсемпе савăнтарчĕç.

Вăйă вĕçленнĕ хыççăн пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул йышăнни палăрчĕ. Вĕсемех куçса çÿрекен кубока илме тивĕçрĕç. Иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи тĕп больницăра ĕçлекен çамрăксем хушшинче йĕркеленĕ команда, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта тата Хирти Пикшикри пĕлÿ çуртĕнче ăс пухакансем йышăнчĕç. Виççĕмĕшне Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем тухрĕç.

Пурне те район администрацийĕн грамотипе хавхалантарчĕç тата çамрăксемпе ĕçлекен центрпа Культурăпа кану центрĕ парнесемпе чысларĕç.

А. АНТОНОВА,

çамрăксемпе ĕçлекен центр специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика