АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем палăрчĕç

15 декабря 2012 г.

“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче Анат Тăрмăшĕнче çуралса ÿснĕ СССР спорт мастерĕ Николай Петрович Петрова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ. Унта 1995 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех çулхи арçын ачасемпе хĕр ачасем хутшăнчĕç. Тупăшу кăçалхипе ХIV хут иртрĕ. Унчченхи çулсемпе танлаштарсан турнирта кĕрешекенсен йышĕ ÿсни палăрчĕ, 11 командăра 150 спортсмен вăй виçрĕ. Уява спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Çĕньял ял тăрăхĕн ертÿçи Ю. Самарин, Анат Тăрмăш ялĕнчи шкул-сад директорĕ Н. Еремеев Н. Петров кун-çулне ăшшăн аса илсе ăмăртакансене çитĕнÿсем сунчĕç. Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулас. Районта чи малтан Николай Петрович хĕрсене тренировкăсене çÿреме явăçтарнă. Вĕсем вара кĕске вăхăт хушшинчех республикăри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене тухма пултарнă.

Раççей шайĕнче тата республикăра ирĕклĕ майпа кĕрешсе палăрнă Первомайскинчи вăтам шкулăн 8 класĕнче вĕренекен Ксения Смирновапа Сăкăтри Диана Чиркина ăмăрту уçăлни çинчен пĕлтерсе уяв ялавне хăпартрĕç. Турнирта 19 категориллĕ виçепе вăй виçрĕç. Куракансем те йышлăн пулчĕç. Н. Петровăн ялти аппăшĕ, пиччĕшĕ, пĕрремĕш тренерĕ И. Рыбкин, çывăх юлташĕсем те пур. Ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ. Хăйсен виçисенче Р. Алеев, Е. Чернов, М. Молочников, И. Айзатуллов, А. Иванов, И. Яфизов, А. Пугачев, Н. Алякин, А. Смирнов, М. Хусеинов, Ю. Петров, А. Верликов, И. Горшков, И. Чемеров çĕнтерчĕç. Хĕрсем хушшинче И. Смирнова, Н. Океанова, Н. Клементьева, К.Смирнова малта пулчĕç. Очкосен хисепĕпе Хирти Пикшик тата Пăлапуç Пашьел командисем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ăмăртăва çамрăксене ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем А. Камалединовпа М. Зейнетдинов хатĕрленĕ. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене Сăкăт тата Ыхра Çырми шкулĕсен командисем йышăнчĕç. Вĕсенче çитĕнекен ăрупа В. Анюровпа Р. Даутов тренерсем ĕçлеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене дипломсемпе хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика