15 декабря 2012 г.
Вăрнарти “Химик” спорт комплексĕнче В. Егоров ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри уçă турнирĕ иртрĕ. Унта 350 кĕрешекен хутшăнчĕ. Турнира кÿршĕ регионсенчи Хусан, Чĕмпĕр, Чул хула спортсменĕсем те килнĕ. Пирĕн район чысне Пăлапуç Пашьел тата Аслă Арапуç кĕрешекенĕсем хÿтĕлерĕç. Çивĕч кĕрешÿре 30 килограмлă виçере кĕçĕн çулхи арçын ачасем хушшинче М. Молочников палăрчĕ. Вăл 30а яхăн кĕрешекен хушшинче финалта Чĕмпĕр ачине парăнтарса иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Максимăн пĕрремĕш пысăк çитĕнĕвĕ пулчĕ çакă.
Хĕрсем хушшинче те Аслă Арапуçсем палăрчĕç. 51 килограмлă виçере 8 класра вĕренекен Ксения Смирнова пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Тÿресем чи лайăх кĕрешекен тесе палăртнă хыççăн ăна хаклă парнепе чысларĕç. А. Терентьевăн, К. Лепешкинан, В. Горшкован, К. Петухован, К. Протасован тăрăшулăхĕ ÿссе пынине те палăртмалла. Çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе медальсене, парнесене тивĕçрĕç.
М. ЗЕЙНЕТДИНОВ.