15 декабря 2012 г.
Пирĕн ялта чиркÿ уçас тесе 1895 çулта ĕçлеме пуçлаççĕ. Вăл вăхăтра турра ĕненекенсем Патăрьел чиркÿ приходне кĕнĕ. Ноябрĕн 22-мĕшĕнче ял пухăвне пуçтарăннă çынсем Чĕмпĕрти Духовнăй консистерине чиркÿ уçма ирĕк ыйтса çыру яраççĕ. 1896 çулхи мартра чиркÿ халăх ыйтăвне тивĕçтерни çинчен пĕлтереççĕ. 1897 çулхи майра ял çыннисем Чĕмпĕр тата Сызрань епископĕ патне тепĕр хут çыраççĕ. Çырура чиркÿ тума юрăхлă вăрман аякра пулни, Каçал ялĕнчен (хальхи Комсомольски) хатĕр чиркÿ илме май пуррине, ун валли 1200 тенкĕ укçа пуçтарнине пĕлтереççĕ. Епархи çакна ирĕк парать. Чиркĕве куçарса килме хатĕрленÿ ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Планпа смета хатĕрленĕшĕн Махчинский инженера 110 тенкĕ укçа та тÿлеççĕ, Каçалсене 200 тенкĕ задаток параççĕ. Анчах та 1898 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче чиркÿ аçа çапнипе тĕпĕ-йĕрĕпех çунса каять.
Çĕнĕ чиркÿ лартма сахалтан та 7 пин тенкĕ укçа кирлĕ пулнă. Анчах çакăн чухлĕ укçана ял халăхĕ ни-мĕнле те пуçтарма пултарайман. Ун çинчен Патăрьел чиркĕвĕн священникĕ Россов Чĕмпĕрти архиепископ патне янă çырура çакна палăртать. 1891-1892 çулсенче тырă пулманнипе халăх питĕ начар пурăнать, вĕсене пулăшма кирлине пĕлтерет. Чиркÿ валли уйăрнă вăрмана илме вĕсен пин те икçĕр тенкĕ укçа çуккине, унсăр пуçне Мăратри банк умĕнче пин тенкĕ парăмра пулнине тата удел ведомствине арендăна илнĕ çĕршĕн виçĕ пин тенкĕ тÿлемелле пулнине кăтартать.
Кунта çакна хушса каламалла: халăхран укçа пуçтарасси начар пулса пынă. 1989 çулхи декабрь тĕлне обязательнăй йĕркепе 603 тенкĕ (çĕрпе усă куракан кашни çынтан 1 тенкĕ) пуçтармалла пулнă пулсан, 139 тенкĕ çеç пухăннă. Кÿршĕллĕ ялсенчен укçа шырама Духовнăй консистори панă ятарлă кĕнекепе 181 тенкĕ анчах пуçтарнă. Çавăнпа та январьте патшалăх пурлăхĕн Хусанти управленийĕнчен Турхан лесничествинчен укçасăр 771 пĕрене пама ыйтать. Тепĕр çулталăк та вунă уйăхран (1900 çул октябрĕн 4-мĕшĕнче) Хусантан çакăн пек хурав килет: “Управление Государственными имуществами Казанской и Симбирской губернии сообщает в Духовную консисторию, что ходатойство о бесплатном отпуске леса в настоящее время удовлетворить не предоставляется возможным, т.к. единственным источником к удовлетворению этого хозяйства представляется только Татарско-Тюкская дача Буинско-Алатырского лесничества, вырубку леса из которой пришлось бы произвести с довольно значительной площади, следовательно, пришлось бы истощить и оценить целую годичную лесосеку, что не разрешается инструкцией по отпуску из казенных дач леса”. Патшалăх тата чиркÿ чиновникĕсем пĕр-пĕрин патне çырусем çÿретнĕ вăхăтра, ялта шултăра чултан (булыжник) тата кирпĕчрен чиркÿ никĕсне яраççĕ, 12 пăт таякан чан туянаççĕ. Çаксене тума попечительский советăн 710 тенки каять. Ялтан Чĕмпĕре, Чĕмпĕртен Хусана, унтан каялла çак йĕркене чылай çыру çÿретнĕ хыççăн, 1901 çулхи февраль уйăхĕнче Хусантан чиркÿ тума Турхан лесничествинчен 771 пĕрене йÿнĕ хакпа (вутă хакĕпе) хатĕрлеме ирĕк параççĕ. Çавăн чухлĕ пĕренене касса тирпейлесе, çул вĕçлениччен яла турттарса килеççĕ. 3500 тенкĕ парса подрядчик тупаççĕ, ĕçе 1902 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче пуçлама калаçса татăлаççĕ. Договор тăрăх, подрядчик чиркÿ çуртне пураса, мăкласа, хăпартса, тăррине хĕç тимĕр витсе, алăкĕсене, икĕ хут чÿречесем лартмалла пулнă. Унсăр пуçне мăкне шаккаса, чус хăмапа сăрса, пĕтĕм сăрă ĕçĕсене тумалла. Çавăн пекех чиркÿ йĕри-тавра касса кăларнă хĕрессемпе илемлетсе штакетник тытмалла. Çакă хушма ĕçсене подрядчик хăйĕн шутĕнчен тунă. Чиркĕве питĕ хăвăрт, çулталăк вĕçĕнче туса пĕтереççĕ. Шал енчен илемлетсе тата 2400 тенкĕ укçа кирлĕ пулнă. Кун çумне подрядчиксене памалли 3500 тенкĕ хушсан пурĕ 6 пине яхăн укçа кирлĕ пулнă. Паллах, попечительсен ун чухлĕ укçа пулман. Консистори пулăшнă. Салтак пуртăран пăтă пĕçернĕ евăр, 1903 çулта чир-кĕве туса пĕтереççĕ, октябрĕн 28-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура светит тăваççĕ.
Анчах та чиркÿ притчĕ (пачăшкă, диакон, псаломщик) çуккипе йĕркеллĕ ĕçлеймест. Вăхăт вăхăтпа кÿршĕллĕ ялсенчен чиркÿ пупĕсем килсе çÿресе служба ирттеркеленĕ.
Чиркÿн притчĕ 1909 çулта çеç йĕркеленнĕ, çавăнпа та официаллă хутсем çинче пирĕн ял чиркĕвĕ 1909 çулта уçăлнă пек курăнса тăрать. Куратăр ĕнтĕ, пирĕн ялта чиркĕве питĕ йывăрпа тата нумай çул хушши тунă. Хут ĕçĕ питĕ нумай пулнă. “Дело " 317 о постройке церкви при деревне Новое Ахпердино, приходской к селу Батыреву Буинского уезда. Начато 7 декабря 1895 года. Окончено 14 марта 1916 года” документ стандартлă хутпа 228 страница йышăнать. (Фонд 134, опись 8, дело 317). Вăл Ульяновск хулинчи В.И. Ленин мемориалĕн вулав залĕнче упранать. Ял халăхĕ чиркÿ тума укçа паманни пысăк чăрмав пулнă. Таврари ялсем те пулăшма васкаман.
Нумай çул хушши тăрăшса тунă чиркĕвĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Пĕрремĕш хут ăна 1931 çулта хупаççĕ, хĕресĕсене, чанĕсене антараççĕ. Колхоз правленийĕ, клуб, вулав çурчĕ туса хураççĕ. Чиркÿ пачăшки, Е.И. Майков ген.- лейтенантăн ашшĕ Иван Павлович Павлов, священник санне пăрахать. 1934 çулта чиркĕве тепĕр хут уçаççĕ. Вăл 1937 çулччен ĕçлет. Çак çул чиркĕве тепре хупаççĕ, пурлăхне сапаласа пĕтереççĕ, çуртне клуб тата библиотека валли усă кураççĕ. 1947 çулта чиркĕве тĕпĕ йĕрĕпех сÿтеççĕ, ун вырăнне çĕнĕ никĕс ярса шкул çуртне хăпартма пуçлаççĕ, 1950 çулта сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтереççĕ. Халĕ ларакан икĕ хутлă шкул çуртне тума чиркĕвĕн пĕр пĕрени те, пĕр хăми те кайман. Чиркÿрен юлнă материалтан тунă пĕртен-пĕр çурт – шкул столовăйĕн апатлану залĕ.
1991 çулта чиркÿ обществи тепĕр хут йĕркеленнĕ. Вĕсем ыйтнипе кĕл тумалли çурт уçма КБО çуртне патăмăр (эпĕ ун чухне колхоз председателĕнче ĕçлеттĕм).Паянхи кун та ял чиркĕвĕ çав çуртрах ĕçлет. Кăçал çĕнĕ чиркÿ тума ĕç пуçланă, чиркÿ вырăнне палăртса хĕрес лартнă.
В. ЛЮКИН.
Çĕнĕ Ахпÿрт.