19 декабря 2012 г.
“Епле пултаруллă, хастар, çитменнине пур çĕре те ĕлкĕрет, ăçтан вăй-хал тухать-ши унăн!” Çак сăмахсене Юлия Владимировна çинчен каланине час-часах илтме пулать. Чăн та ĕнтĕ, çемьешĕн, тăван кил ăшшишĕн кăна мар, тăван шкулшăн та вут-хĕлхем тупса тăнишĕн савăнмалла.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Ю. Волкова çирĕм пилĕк çул ытла ачасене истори предметне вĕрентет. Хăй те çак шкултах пĕлÿ илнĕ. Учитель пулас ĕмĕчĕ ача чухнех çуралнă. Амăшĕ, Клавдия Степановна Махмутова, ĕмĕр тăршшĕпех шкулта кĕçĕн классене вĕрентрĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Амăшĕн ĕçне курса, чун туртнипе вĕрентекен çулне суйласа илнĕ те хĕрĕ.
Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăран Юлия Владимировна пушă вăхăт, кану пирки манать. Ăна час-часах уроксем хыççăн вĕренекенсемпе пĕр-пĕр конкурса е олимпиадăна хатĕрленнине куратăн. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн вĕренекенĕсем çулсерен шкулта, районта кăна мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнаççĕ. Э. Тихонов выпускник, акă, хăйĕн юратнă учителĕн çулĕпех кайрĕ, чăваш патшалăх университечĕн историпе право уйрăмĕн пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăчĕ. Çакна асăнса хăвармалла: Эдуард кашни олимпиадăра малтаччĕ.
Ю. Волкова – хисеплĕ вĕрентекен çеç мар, пултаруллă ертÿçĕ те. Кăçал ăна вĕрентекенсен коллективĕ профсоюз комитечĕн председательне суйларĕ. Ку ĕçе те вăл пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать.
Юлия Владимировна – сăпайлă мăшăр, юратнă анне. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ, вĕсене аслă пĕлÿ парса пурнăç сукмакĕпе тĕрĕс утма пулăшаççĕ.
– Маншăн чи пысăк телей вăл – вĕренекенсен тата хамăн çывăх çынсен, юлташсен, ĕçтешсен чĕрисенчен хĕмленсе тухакан ăшă та ырă туйăм, пĕр-пĕрне ăраскал сунни, йывăрлăхра алă пани, пуласлăха ĕненни, шанчăка нихăçан та çухатманни,– тет учительница.
“Ĕçне кура – хисепĕ”,– теççĕ халăхра. Вĕрентекен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Ю. Волкова тĕрлĕ хисеп хучĕ илме тивĕçнĕ. Чăваш республикин тата Раççей Федерацийĕн хисеп грамотисене илме пултарнăшăн чунтан-чĕререн савăнатпăр, малашне те пултарулăхăр, хастарлăхăр таса та тарăн çăл куç пек тапса тăтăрах.
Г. ХЛЕБНИКОВА.